Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Абаш Степан Павлович
Абаш (Павлов) Степан Павлович
(1918-1992)

1918 çулта Чăваш Республикинчи Шупашкар районне кĕрекен Коснар ялĕнче çуралнă. Ялти икĕ сыпăклă шкулта, Шупашкарти театр техникумĕнче вĕреннĕ. Вăрçăччен те, вăрçă хыççăн та искусствăра вăй хунă. 1937 çултанпа Тутар республикинчи Чистайри чăваш театрĕн директорĕ тата илемлĕх ертÿçи пулса ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Тăшманпа хастар çапăçнă, киле орденсемпе медальсем çакса таврăннă. Таврăннă та театртах ĕçлеме тытăннă. Кайран радиора, унтан "Капкăн" журнал редакцийĕнче вăй хунă. Пьесăсемпе, кулăшла калавсем çырнă. 12 кĕнеке авторĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Хаклă хăна", "Кам Чутая, кам Алтая", "Çăмах яшки" т. ыт. те.

1992 çулта Шупашкарта вилнĕ.