Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Мранька Никифор Федорович (Мораньков)
Мранька Никифор Федорович (Мораньков)
(1901-1973)

1901 çулхи çĕртме уйăхăн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Куславкка районне кĕрекен Пилешкассинче çуралнă. Пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, ун хыççăн Хусанта икĕ çул хушши тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ, кайран Атăл çинче матрос тата грузчик пулса çÿренĕ. Граждан вăрçи çулĕсенче, алла пăшал тытса, Колчака хирĕç çапăçнă. Каярахпа чылай çул хушши ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ, Чăваш АССР Тĕпĕçтăвкомĕн инструкторĕ тата Чăваш АССР Çĕрĕç халăх комиссариачĕн çĕрĕç комиссийĕн инструкторĕ пулнă.

1930 çулта ăна сценари çырма вĕренме пĕр çуллăх курса янă. 1933-1938 çулсенче – чăваш кинохроникин директорĕ. 1940 çулта Куславкка райхаçачĕн редакторне лартнă. 1942-1945 çулсенче çарта хĕсметре тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче "Çĕршыв чĕнет", "Юншăн юн" пьесăсем çырнă. Унтан таврăннă хыççăн темиçе çул хушши Куславккара парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн, каярахпа культура пайĕн пуçлăхĕ пулнă.

Паллă прозаик, драматург. 1928 çулта "Элнет" ятлă драма çырнă, ăна çав çулах Шупашкарта лартса панă. Никифор Мранькан тĕп кĕнеки – нумай томлă "Ĕмĕр сакки сарлака" роман.

Илемлĕ литературăна аталантарас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ Хисеп грамотипе наградăланă.

Тĕп кăларăмсем: "Аван пурăнатпăр", "Бурлаксем", "Ĕмĕр сакки сарлака" т. ыт. те.

1973 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ, Куславкка хулинче пытарнă.