Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Педэрки Тихон (Петров Петр Тихонович)
Педэрки Тихон (Петров Петр Тихонович)
(1903-1976)

1903 çулхи чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тутар республикин Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушкинче çуралнă. Теччĕри педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Малтанах Чĕмпĕрти педагогика техникумĕ çумĕнчи кăтартуллă шкулта ĕçлеме пуçланă. Каярахпа Ульяновск облаçĕнчи Пухтел районĕнчи Кивĕ Улхашри колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче, Сенгилей районĕнчи тулли мар вăтам шкул директорĕнче, районти çутĕç пайĕн пуçлăхĕнче, Сенгелейри педагогика училищинче, Хусанти вăтам шкул директорĕннче ĕçленĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронра пулнă, ахаль салтакран рота командирне çити ÿснĕ, ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата икĕ медальпе наградăланă.

Литература ĕçне вăтăрмĕш çулсенче тытăннă, прозăра тата драматургире палăрнă. Унăн хайлавĕсем "Чăваш хресченĕ", "Колхозник" хаçатсенче, "Вăтам Атăл" альманахра пичетленнĕ. Вăл сăвăсем, калавсем, повçсем, очерксемпе пьесăсем çырнă.

Тĕп кăларăмсем : "Ĕмĕт", "Кушкă ачи", "Çĕнелнĕ тымар", "Çĕрлехи çиçĕм", "Тимĕре туптама пĕлмелле", "Çил-тăвăл", "Юнлă кунсем" т. ыт. те.

1976 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта вилнĕ.