Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Тенюшев Иван Яковлевич
Тенюшев Иван Яковлевич
(1923)

1923 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районне кĕрекен Алманчăра çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче, партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ.

Малтанах шкулта учитель пулса ĕçленĕ, каярахпа Йĕпреç район хаçачĕн, республикăри çамрăксен "Çамрăк коммунист" тата "Вучах" хаçатсен редакторĕнче, "Коммунизм ялавĕ" хаçат редакцийĕн пай пуçлăхĕнче, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра И. Н. Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетĕн журналистика факультетĕнче вăй хурать: литературăна редакцилекен тата стилистика кафедрин пуçлăхĕ, деканăн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ. Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса 1941-1945 çулсенче ирсĕр вăрă-хурахпа паттăррăн çапăçнă. Хăюлăхпа хастарлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕсемпе тата медальсемпе чысланă.

Литература ĕçне 1958 çулта очерксем, калавсем, романсем çырассинчен пуçланă. Унăн 10 кĕнекене яхăн пичетленсе тухнă.Тăлмачă ĕçĕнче те палăрнă. К. Наджмин "Вешние ветры", Л. Толстойăн "Детство. Отрочество. Юность", Н. Котышăн "Чайка" тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

Тĕп кăларăмсем: "Çыхман çапă – шăпăр мар", "Юратусăр пурнăç çук", "Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç" т. ыт. те.

Ăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă, вăл Çемен Элкерпе А.Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ.