Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Хузангай Петр Петрович
Хузангай Петр Петрович
(1907-1970)

1907 çулхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тутар Республикин Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче çуралнă. Икĕ сыпăклă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти чăваш педтехникумĕнче, Хусанти Хĕвелтухăçĕнчи халăхсен педагогика институтĕнче, А.М. Горький ячĕпе хисепленекен литература институчĕ çумĕнчи Литературăн аслă курсĕнче вĕренсе тухнă.

"Сунтал" журнал редакцийĕнче секретарь, тăлмачă тата литература консультанчĕ, Мускавра тухса тăнă "Коммунар" хаçатăн тухса çÿрекен корреспонденчĕ, республикăри çыравçăсен организацийĕн правлени председателĕ пулса ĕçленĕ. 1938 çулхи кăрлач уйăхĕнче ăна национализм шухăшĕсене сарать тесе тĕрмене хупса лартаççĕ, 1939 çулхи çурла уйăхĕнче халăх сучĕ ăна айăпĕ çуккине кура тÿрре кăларать.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче çарта пулнă. Рядовой пулса Дон фронтĕнче çапăçнă, Сталинграда хÿтĕленĕ, Атăл çинче нимĕçсен çарне çавăрса илсе тыткăна илнĕ çĕре хутшăннă. Малтан ахаль салтак, кайран лейтенант, аслă лейтенант, дивизи политпайĕн инструкторĕ, "За Родину", "Сталинец" хаçатсен сотрудникĕ пулнă.1944 çулта Польша çĕрĕнче йывăр аманнă, госпитальте нумайччен сывалса выртнă хыççăн 1945 çулхи çĕртме уйăхĕнче килне таврăннă. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн П. Хусанкая Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе чысланă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче сăвăç совет халăхĕн паттăрлăхне катартакан нумай сăвă çырнă, вĕсенчен паллăраххисем: "Таня"(1942) , "Çĕнтерÿ юрри" (1945) поэмăсем. Вăрçă хыççăнхи тапхăрта сăвăç пултарулăхĕнче халăхсен туслăхĕ çинчен çырнă хайлавсем пысăк вырăн йышăнаççĕ: "Эпир Российăра пурăнатпăр", "Тăван Татарстана", "Сăмах хăвачĕ" т. ыт. те.

П. Хусанкай ячĕ чăваш поэзийĕн аталанăвĕпе çирĕп çыхăннă. Вăл хăй умĕнхи тата хăй вăхăтĕнчи чăваш поэзийĕн мĕнпур çитĕнĕвĕсене пĕрлештерсе çĕнĕ пахалăхлă иксĕлми пуянлăх хăварнă. Унăн 50 яхăн кĕнеке пичетленсе тухнă. Чăваш çыравçисен пултарулăхне халалланă куçару ĕçĕсем нумай тунă, литературăпа критика статьисем, рецензисем сахал мар çырнă.

Çыравçă общество ĕçне те хастар хутшăннă. Вăл Чăваш АССР тата РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, РСФСР тата СССР Писателĕсен союзĕн правленийĕн членĕ пулнă.

Хусанкайăн обществăпа литературăри паллă ĕçĕсене сума суса ăна икĕ хутчен Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата медальсемпе чысланă. Унăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Чăваш халăх поэчĕ, К.В. Иванов ячĕллĕ Патшалăх тата чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишии ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Унăн ятне Шупашкарăн пĕр урамне панă.

Тĕп кăларăмсем: "Çырнисен пуххи", "Вăрман юрлать", "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!", "Хушка хумсем", "Мехел", "Аптраман тавраш", "Чĕре юрри", "Великое сердце", "Семья Аптраман" т. ыт. те.

1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.