Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Алагер (Осипов) Василий Осипович
Алагер (Осипов) Василий Осипович
(1906-1988)

1906 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шупашкар районе кĕрекен Тосинкасси ялĕнче çуралнă. Малтан Тракри (халĕ Красноармейски районĕ) пуçламăш шкулта икĕ çул вĕреннĕ, ун хыççăн Крентейкассинчи пуçламăш шкула куçнă, унтан 1916 çулта вĕренсе тухнă. 1917-1922 çулсенче Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ.

Пĕрремĕш сăвви 1926 çулта "Сунтал" журналăн çу уйăхĕнчи номерте пичетленсе тухнă. 1926 çулта Шупашкара куçнă: республикăри хаçат-журнал редакцийĕсемпе кĕнеке издательствинче ĕçлекенсен профсоюз комитечĕн техника секретарĕ, çав вăхăтрах пичетре ĕçлекенсен секцийĕн республикăри бюровĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1927 çулта ăна хаçат-журнал редакцийĕсемпе кĕнеке издательствинче ĕçлекенсен профсоюз комитечĕн яваплă секретарĕ пулма суйланă, каярахпа темиçе çул хушши çав комитетăн председателĕ пулнă. 1929-1932 çулсенче литература ĕçĕпе пурăннă. 1933-1938 çулсенче – "Сунтал" журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ, 1941 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи нарăс уйăхĕччен – Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ. 1936–1938 çулсенче Горькинчи педагогика институтĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă тата çав майпах Мускаври педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне пĕтернĕ.

1942 çулхи нарăс уйăхĕнчен пуçласа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Малтан вăл ахаль салтак пулса çапăçнă, кайран ăна 254 стрелковăй дивизири "За Советскую Родину" хаçат редакцине куçарнă, ун хыççăн литература сотрудникĕ тата редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче Польша, Румыни, Германи, Чехословаки çĕрĕсем тăрăх утса тухнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă.

1946 çулта каллех "Ялав" журнал редакцийĕн яваплă секретарĕ пулса ĕçлеме тытăннă, 1950 çулта – Чăваш кĕнеке издательствин редакторне уйăрса лартнă. 1952-1955 çулсенче Чăваш çыравçисен Союзĕн правленийĕн яваплă секретарĕ, кайран темиçе çул хушши литература консультанчĕ пулса ĕçленĕ.

Поэт, прозаик, драматург, куçаруçă тата литература критикĕ. Хăйĕн критикăллă статйисене 1963 çулта уйрăм кĕнеке туса кăларнă. Вăл "Тăван литература пирки" ятлă.

А. Чеховăн, Л. Толстойăн, Н. Гоголĕн, А. Пушкинăн, Н. Чернышевскин, В. Белинскин, М. Шолоховăн, С. Михалковăн хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ, КПСС обкомĕ тата Чăваш АССР Министрсен Совечĕ икĕ хутчен Хисеп грамотипе наградăланă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Икĕ юлташ", "Кахал", "Пирĕн кушак", "Çул юппинче", "На перепутье" т. ыт. те.

1988 çулхи кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.