Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, конгресăн Йĕпреç районĕнчи уйрăмĕ тата чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăранпа çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнче 125 çул çитнĕ май «УШКĂН ÇĂЛТĂРĂН АСЛИ» викторина пуçараççĕ. Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер /Семен Васильевич Васильев/ Йĕпреç районĕнчи Мăн Упакасси ялĕнче ÿссе…
ÇЕÇПĔЛ МИШШИ ÇУРАЛНĂРАНПА 120 ÇУЛ ÇИТНИНЕ ХАЛАЛЛАНĂ РЕГИОНСЕН ШАЙĔНЧИ «ÇĔНĔ ХУМ» ЛИТЕРАТУРА ПУЛТАРУЛĂХ КОНКУРСĔН ЙĔРКИ Пĕтĕмĕшле калани Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви (малалла – Чăваш Республикин культура министерстви), Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви (малалла – Чăваш Республикин вĕренÿ министерстви), «Чăваш…
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртет. Ҫитес тӗл пулӑва Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ. Вуласа килмелли хайлав: Юрий Сементер «Мамай сӑртламӗ: сӑвӑ ярӑмӗ». Ку хайлавра чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ хамӑр сӑвӑҫсен сӑнарӗсене пӗр ҫӗре…
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш Республикин наци библиотеки 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ С.В. Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявĕ ирттерчĕç. Тӗплӗнрех
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вулакансене «Чӗрене юратма чараймастӑн» кӗнекипе паллаштарчӗ. Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑри «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурс тапхӑрӗнче иртекен пысӑк пӗлтерӗшлӗ те асра юлакан пулӑмсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Уява ҫыравҫӑсем,…
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, И.Я. Яковлев, Ф. Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ Валери Туркай «Чӗрене юратма чараймастӑн» сӑвӑсен пуххипе паллаштарӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене авторӑн 2013-2018 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Уявра…
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑхне пӗтӗм пурнӑҫне, вӑйне панӑ Василий Яковлевич Шадрикова 80 ҫулхи сумлӑ юбилейӗпе чысларӗҫ. Чӑваш наци вулавӑшӗн лару залне агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем, республикӑри ял хуҫалӑх министрӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ, Чӑваш наци конгесӗн Ваттисен Канашӗн…
Мӗн-ши вӑл Тӑрачул? Меселпуҫӗнчи шкул музейӗнче (Пушкӑрт республики) хӗрарӑмӑн чул кӳлепи пур. Пирӗн эрӑчченхи пиллӗкмӗш ӗмӗртех ӑсталанӑ-мӗн ӑна. Ҫав кӳлепе пирки илемлӗ легенда упранать халӑхра… Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗнче Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине сӳтсе явма палӑртнӑ. Кӗнеке 2017 ҫулта Чӑваш кӗнеке…
Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ чăваш кĕнекине юратакансене пуçтарчĕ. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ чăваш кĕнекине юратакансене пуçтарчĕ. Хальхинче Улькка Эльмен паллă çыравçăн «Сарă кĕпе» кăларăмне тишкерсе тухрĕç. Тĕлпулӑва хайлав авторӗ…
Чӑваш Ен ҫинчен Ӑсталӑх Ҫутҫанталӑк тата ялхуҫалӑх Илемлӗ литература Истори. Этнографи. Археологи Культура. Ӑслӑлӑх. Ҫутӗҫ Медицина тата спорт Чӗлхе. Литературоведени. Фольклор Экономика