
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Юхма Михаил Николаевич» биобиблиографи кӑтартмӑшне пахаларӗҫ. Ҫӗнӗ кӗнеке уявне ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, Юхма Мишши пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Наци библиотекин ӗҫченӗсем хатӗрлесе кӑларнӑ сумлӑ кӑтартмӑш Юхма Мишши чӑваш халӑх писателӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пур енлӗн…