Чаваш Республикин наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чăваш кĕнеке издательствинче нумаях пулмасть пичетленсе тухнă «Хурăн çырли уçланки» кĕнекине пӑхса тухрӗҫ. Авторӗ — Василий Эктель ҫыравҫӑ. Тӗплӗнрех
Авӑн уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Шупашкар хулинче «Библиотекӑсен таврапӗлӳ ӗҫӗ-хӗлӗн ыйтӑвӗсем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри XX ӑслӑлӑхпа практика семинарӗ иртӗ. Ăна Раҫҫейри библиотекăсен ассоциацийӗпе Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Раҫҫей наци библиотеки тата Чӑваш Республикин наци библиотеки йӗркелеҫҫӗ. Семинарта сӳтсе явма…
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинчи «Варкӑш» литература клубӗ ҫуллахи кану хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫне малалла тӑсӗ. Чӑваш литературине кӑмӑллакансем ҫитес ларура Василий Эктелӗн «Хурӑн ҫырли уҫланки» кӗнекине сӳтсе явӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче нумай пулмасть кун ҫути курчӗ. Ӑна пухса хатӗрлекенӗ –…
Ҫӗртме уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче Шупашкар хулинче Раҫҫейӗн нумай нациллӗ поэзийӗн пӗтӗм Раҫҫейри «Атӑл Асамачӗ» II-мӗш фестивалӗ иртӗ. Ӑна наци ӗҫӗсен Федераллӑ агентстви, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Чӑваш Республикин наци библиотеки йӗркелет. Унӑн тӗллевӗ – Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен наци…

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ӗҫлекен «Варкӑш» литература клубӗнче Юрий Сементерӗн «Мамай сӑртламӗ» поэмине сӳтсе яврӗҫ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӑн 2019 ҫулхи 2-мӗш номерӗнче пичетленнӗччӗ. Хайлава чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ сӑвӑҫсене халалланӑ. Пӗринпе автор хӑй калаҫать…
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртет. Ҫитес тӗл пулӑва Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ. Вуласа килмелли хайлав: Юрий Сементер «Мамай сӑртламӗ: сӑвӑ ярӑмӗ». Ку хайлавра чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ хамӑр сӑвӑҫсен сӑнарӗсене пӗр ҫӗре…
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш Республикин наци библиотеки 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ С.В. Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявĕ ирттерчĕç. Тӗплӗнрех
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вулакансене «Чӗрене юратма чараймастӑн» кӗнекипе паллаштарчӗ. Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑри «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурс тапхӑрӗнче иртекен пысӑк пӗлтерӗшлӗ те асра юлакан пулӑмсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Уява ҫыравҫӑсем,…
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, И.Я. Яковлев, Ф. Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ Валери Туркай «Чӗрене юратма чараймастӑн» сӑвӑсен пуххипе паллаштарӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене авторӑн 2013-2018 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Уявра…
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑхне пӗтӗм пурнӑҫне, вӑйне панӑ Василий Яковлевич Шадрикова 80 ҫулхи сумлӑ юбилейӗпе чысларӗҫ. Чӑваш наци вулавӑшӗн лару залне агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем, республикӑри ял хуҫалӑх министрӗ, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ, Чӑваш наци конгесӗн Ваттисен Канашӗн…