Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Краснов–Кезенни Григорий Иванович
Краснов–Кезенни Григорий Иванович
(1908-1978)

1908 çулхи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Пăва районне кĕрекен Кипеккасинче çуралнă. 1926-1928 çулсенче Шупашкарти рабфакра вĕреннĕ, ун хыççăн М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн медицина факультетне кайса кĕнĕ. Унта вĕреннĕ вăхăтрах ССР Союзĕнчи халăхсен Тĕп издательствинче чăвашла кĕнекесем редакциленĕ. 1931 çулта Шупашкара куçнă, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ. 1936-1938 çулсенче Мускаври кинематографи институчĕн сценари факультетĕнче вĕреннĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, тÿрех салтак шинелĕ тăхăннă. Пулеметчиксемпе минометчиксен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн взвод командирĕ пулнă, темиçе çул хушши Волхов фронтĕнче çапăçнă, Ленинград блокадине аркатнă çĕре хутшăннă. Вăрçă вăхăтĕнче хĕрлĕармеецсен "Фронтовая правда" хаçачĕнче пичетленнĕ. Фронтра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна медальсемпе наградăланă.

Вăрçă чарăннă хыççăн малтан Чăваш çыравçисен Союзĕн правленийĕнче литература консультанчĕ, унтан Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ тата "Тăван Атăл" альманах редакцийĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ.

Çирĕме яхăн сăвăпа поэмă, калавсен пуххи тата çĕр ытла статья авторĕ. Вырăс тата ют çĕршыв çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçленĕ, чăваш фольклорне тишкернĕ, пухнă, чăваш халăх юмахĕсене, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене илемлетсе темиçе кĕнеке кăларнă.

Тĕп кăларăмсем: "Капăр Варвари", "Кăвик, кăвакарчăн", "Пурçăн тутăр", "Кĕрхи çеçке", "Юлташсем", "Фашизма хирĕç фольклор", "Сарпулат çинчен хунă юрă", "Ача-пăча сăввисем" т. ыт. те.

1978 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче вилнĕ.