Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Урдаш (Яковлев) Валентин Андреевич
Урдаш (Яковлев) Валентин Андреевич
(1924-1973)

1924 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Тутар Республикине кĕрекен Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, 1941 çулта Элшелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 1941 çулхи раштав уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. 1943 çул пуçламăшĕнче Жиздра ятлă чукун çул станцине ирĕке кăларнă çĕрте питĕ йывăр аманнă, вăрах вăхăт госпитальте выртнă хыççăн пĕрремĕш группа инваличĕ пулса тăван киле таврăннă.

Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш степеньлĕ орденĕпе виçĕ медаль илме тивĕç пулнă.

1944 çулта Хусанта тухса тăнă "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕнче корреспондент пулса ĕçленĕ, 1944 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкара куçса килнĕ, пĕр вăхăт Чăвашрадио корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ.

В. Урдаш – паллă çыравçă, куçаруçă, сăвăç-юрăçă. Унăн пĕрремĕш кĕнеки – калавсен пуххи. Чăваш комозиторĕсем унăн çĕре яхăн сăввине юрра хывнă. Вĕсен хушшинче: "Çеçкереччĕ палан" (А. Асламас), "Калаймарăм", "Укăлча умĕнче", "Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм" (Г. Хирбю), "Сарă хĕвел хĕртсе пăхнă чух" (Ю. Кудаков), "Саншăн мар-и", "Юратушăн юррăм ман" (Г. Маркиянов) т. ыт. те. А. Мусатов, В. Каверин хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

Тĕп кăларăмсем: "Аслă йыш", "Ăраскал", "Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран", "Пĕчĕк Роза", "Пурăнас килет", "Саншăнах юрлатăп", "Сăрă хурт", "Чун савнăран", "Çурхи кунсем" т. ыт. те.

1973 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.