Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Чистяков Алексей Михайлович
Чистяков Алексей Михайлович
(1904-1984)

1904 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Етĕрне районне кĕрекен Полянка ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Етĕрнери реальнăй училищăра вĕреннĕ. Вулăсри вулав çурчĕн заведующийĕ, "Полесская правда" (Гомель) тата Улатăрти "Трудовая газета" хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ. Шупашкарти, Алма-Атари çĕнĕ фильмсем ÿкерекен ушкăнăн сценарисчĕ, консультанчĕ, режиссерĕ, директорĕ пулса ĕçленĕ. И. Максимов-Кошкинскипе пĕрле "Священная роща", "Рожденная Октябрем" кинофильмсем ÿкернĕ.

1941 çулхи утă уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, вăрçă вĕçленичченех фронтра пулнă: рота старшини, батальонри штаб пуçлăхĕн çумĕ, дивизире тухса тăракан хаçатăн литература сотрудникĕ. Ăна "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденпа тата "Вăрçăри паттăр ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă.

Вăрçă хыççăн нумай вăхăт хушши "Советская Чувашия" тата Етĕрне район хаçачĕсен редакцийĕнче ĕçленĕ.

Литература ĕçне 1923 çулта пуçланă. "Трудовая газета" хаçатра пĕрремĕш сăвви пичетленсе тухнă. Малтанхи калавĕсем Мускавра тухса тăракан "Журнал крестьянской молодежи" журналта кун çути курнă. 1926-1928 çулсенче Тăван çĕршыва сыхлакансен ретĕнче службăра тăнă. "Красноармейская правда" (Смоленск), "Полесская правда" (Гомель), "Красный черноморец" (Севастополь) хаçатсенче тата "Красноармеец" (Москва) журналта ĕçленĕ вăхăтра 50 яхăн калав çырнă. Л. Агаков, А. Артемьев, В. Краснов-Асли, И. Мучи тата ытти чăваш писателĕсен хайлавĕсене вырăсла куçарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕ.

ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Тĕп кăларăмсем: "Ржавчина в затворе", "Горе на моторе", "Свежий ветер", "Крылья крепнут в полете", "Родная кровь", "Были сурской долины" т. ыт. те.

1984 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче вилнĕ.