Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич
Петĕр Ялгир

1418

Гитлер пуçларĕ
Вут-çулăм сарма,
Хурлăх куççулĕ
Кÿрсе таврана.
Вăрçă кĕрлевĕ
Янратрĕ пĕрмай
Пин те тăватçĕр
Вунсакăр куна.

Хирĕ, вăрманĕ
Илетчĕç хыпса.
Ют аркататчĕ
Яла, хулана.
Тухрăмăр пурпĕр
Мухтавлăн утса
Пин те тăватçĕр
Вунсакăр куна.

Халь те çĕршывшăн
Сыхах каç та ир,
Хатĕр тухмашкăн
Кашни вахтăна.
Чыслăн ирттернĕ
Ахаль-им эпир
Пин те тăватçĕр
Вунсакăр куна!

Ялгир, П. 1418 : [сăвă] / Петĕр Ялгир // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 212.