Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич
Петĕр Ялгир

Амансан

Кунран-кун хăвалатпăр
Фрицсене анăçа.
"Çук, тарса хăтăлаймăр!" –
Тет юлташ юнаса.

Ак паян та пуçланчĕ
Çавраçил ирхинех.
Вут сапса рота анчĕ
Юханшыв хĕррине.

Миномет вут-хĕм тăкрĕ
Йыт эшкерĕ çине.
Пулемет тăкăртатрĕ
Хÿтерсе ютсене.

Сĕмсĕрсем чăтаймарĕç
Пирĕн полк хĕснине,
Перкелешрĕç те чакрĕç
Аякри сăрт хыçне.

Сар хĕвел çиçрĕ ăшшăн.
Пирĕн çул – малалла.
Юн юхать ман юлташăн:
"Лекрĕ, – тет, – кăшт алла".

"Кун пирки, – вăл пуплерĕ,
Ан пĕлтер эс врача.
Пысăк мар пуля йĕрĕ,
Тухнă юн кăшт анчах..."

Хăварас килмест мар-и
Ун тăван ротăна.
Çапăçу вут-кăварĕ
Хăех сиплĕ ăна.

1943

Ялгир, П. Амансан : [сăвă] / Петĕр Ялгир // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 190.