Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич
Петĕр Ялгир

Киев патĕнче

"Украина каçĕ
Шăп-çке!" – тенĕ Пушкин.
Халь ун пек калаймăн
Киев патĕнче.
Салтаксем чупаççĕ
Шавлăн ушкăн-ушкăн.
Хĕçпăшал кĕрлевĕ
Днепр хĕрринче.

Тăшмана хĕсетпĕр
Кунĕн-çĕрĕн эпĕр
Ирĕклентересшĕн
Украин çĕрне.
Тĕттĕм каç пулсан та,
Ырă тĕлĕк евĕр
Тухрĕ Сар вăрманĕ
Манăн куç умне.

Тен, ÿкмешкĕн тивĕ,
Пульăсем сăхсассăн?
Курăк капăрлаттăр
Ман вилтăприне.
ÿсчĕр хĕрлĕ-хĕрлĕ
Чечексем хавассăн,
Парнелеччĕр мир çех
Пĕтĕм тĕнчене.

1943

Ялгир, П. Киев патĕнче : [сăвă] / Петĕр Ялгир // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 184.