Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич
Петĕр Ялгир

Окопсем

Тăшмана хÿтерсе
Куçрĕ полк малалла.
Акă, çĕн вырăнта
Окопсем чавмалла.

Кашниннех алăра
Пĕчĕкçеç кĕреçе.
Çĕнĕ хÿтлĕх пурте
Чакалатпăр хĕрсе.

Пулчĕ пÿрт пек окоп:
Тунката ак – сĕтел,
Пĕрене самантрах
Пулса тăчĕ тенкел.

Килти пек вырнаçса
Çирĕмĕр кĕç апат.
Ав, ракета каллех
Малалла йыхăрать.

Çĕн сăртлам йышăнса,
Йыш çĕрпÿрт ăсталать.
Фашиста çĕн çĕртен
Хăналать вутпала.

Эх, мĕн чухлĕ окоп
Халь тĕрлет таврана!
Кун пек тăвăн метро
Мускавран Берлина.

1944

Ялгир, П. Окопсем : [сăвă] / Петĕр Ялгир // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 194.