Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич
Петĕр Ялгир

Салтак пултăм

Мана юлташсем ăсатмарĕç,
Эп те ăсатман туссене.
Çула эпĕр тухрăмăр харăс
Хĕвел шунă чух тÿпене.

Йыш кайрĕ багажсăр, билетсĕр –
Вĕсем салтака кирлĕ мар.
Июнь анăçра хĕмленетчĕ –
Çĕкленĕ-мĕн вăрçă пушар.

Шăв-шавлă хире çитрĕ тантăш
Хÿтлесшĕн тăван ялсене.
Тытма автомат тиврĕ ман та,
Вутпа сăйлама ютсене.

Ачалăх юрри манран юлчĕ
Таçта аякка макăрса.
Çĕн юрă халь ман валли хучĕ
Хаяр çапăçу янраса.

Йăл-ял хыпакан мунча евĕр
Çунаççĕ танксем те кунта.
Салтак пурпĕрех шикленмесĕр
Тимлет сÿнтересшĕн вута.

Каймасть асăмран чăваш ялĕ,
Кашлать пек йăмра та патрах.
Туптать Çĕнтерÿ пирĕн алă
Киле таврăнасшăн часрах.

1941

Ялгир, П. Салтак пултăм : [сăвă] / Петĕр Ялгир // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 161.