Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич
Петĕр Ялгир

Санитарка

Пирĕн санчаçреччĕ
Санитарка Галя.
Вут-хĕмре çÿретчĕ
Ротăпах хастарлă.
         Эх, эс, Галя,
         Санитарка Галя!
         Вут-хĕмре çÿретчĕ
         Ротăпах хастарлă.
Воин аманать-и,
Шур халатлă Галя
Вилĕмрен çăлатчĕ
Савнă йăмăк майлă.
         Эх, эс, Галя,
         Шур халатлă Галя!
         Вилĕмрен çăлатчĕ
         Савнă йăмăк майлă.
Пултаруллă тусчĕ
Вунсаккăрти Галя.
Уншăн чĕрем çунчĕ
Ĕмĕр асăнмалăх.
         Эх, эс, Галя,
         Вунсаккăрти Галя!
         Уншăн чĕрем çунчĕ
         Ĕмĕр асăнмалăх.
Миршĕн чунне пачĕ
Санитарка Галя.
Пултăр унăн ячĕ
Ĕмĕрех мухтавлă.
         Эх, эс, Галя,
         Санитарка Галя!
         Пултăр унăн ячĕ
         Ĕмĕрех мухтавлă!

1942

Ялгир, П. Санитарка : [сăвă] / Петĕр Ялгир // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 174.