Илĕртет çаран илемĕ.
Шывĕнче ишет пулли.
Шел, кунта эп киленеймĕп –
Вăхăт çуккă ун валли.
Савăнма килмен кунта эп.
Алăра халь вăлта мар.
Манпала туслашрĕ лайăх
Вут чĕреллĕ автомат.
Халь окоп – ман килĕм-çуртăм
Чăнкă-чăнкă çыранта.
Тек сапатăп эп вут-çулăм
Тĕп тăвасшăн çич юта.
Хĕрхенместĕп яш пуçа та
Эп хаяр çапăçура.
Полкпалах мала куçатăп.
Кăлăхах фашист урать.
Тăшмансем татма шутлаççĕ
Пирĕн ырă ĕмĕте.
Эп сыхлап вутра ир-каçăн
Халăх панă тивлете.
1942
Ялгир, П. Халь окоп – ман килĕм : [сăвă] / Петĕр Ялгир // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 181.