Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ялгир (Тихонов) Петр Алексеевич
Петĕр Ялгир

Шăплăх минучĕ

Анлă Атăл çинче,
Сталинград патĕнче,
ÿкме тиврĕ маттур воинсен.
Ахальтен-им вара
Чуппине чакарать
Вичкĕн çил те вăрçа асилсен?
Вутлă Курск пĕккинче,
Ленинград ункинче
Хупăнман-им телейшĕн куçсем?
Вĕсене асăнса,
Тинкерсе анăçа,
Шăпланаççĕ хавас шăпчăксем.
Ешерен уй-хирсем
Ан таптанччăр тесе,
Хăшĕ хучĕ пуçне Берлинта.
Вĕсемпе пĕр пулса,
Янрататпăр сасса:
Чĕрттерместпĕр хăрушă вута!
Шăплăх минучĕ,
Шăплăх минучĕ.
Паттăрсене асăнатпăр паян.
Шăплăх минучĕ,
Шăплăх минучĕ.
Вăрçă шавне вăл хуплатăр ялан!

Ялгир, П. Шăплăх минучĕ : [сăвă] / Петĕр Ялгир // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 217.