Author Archives

Archive of the posts written by author: admint.
Окт
29

Библиотекӑра Сӑр тата Хусан оборона линийӗсене тӑвас ӗҫе тӗпчес тата астӑвӑма упрас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Чӑваш Республикин наци библиотекинче юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Сӑр тата Хусан оборона линийӗсене тӑвас ӗҫри ыйтусене тӗпчес тата астӑвӑма упрас» темӑпа регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна Сӑр тата Хусан оборона чиккисен Чӑваш Енри строителӗсен ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Фоторепортаж Çавра сӗтел ӗҫне Атӑл…

Окт
22

«Варкăш» литература клубĕнче «Инкеклĕ телей» кĕнекене сӳтсе яврĕç

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унăн хастар пайташĕсем Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ «Инкеклӗ телей» коллективлӑ сборника сӳтсе яврĕç. «Алран алла» ярӑмпа тухнӑ кӑларӑма Улькка Эльменӗн, Юрий Терентьевӑн, Лидия Филипповӑн, Людмила Сачковӑн, Владимир Степановӑн, Галина…

Окт
20

Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ кӗнекисем: 2020 ҫул

Чӑваш Ен ҫинчен Ӑсталӑх Ҫутҫанталӑк тата ялхуҫалӑх Илемлӗ литература Истори. Этнографи. Археологи Культура. Ӑслӑлӑх. Ҫутӗҫ Медицина тата спорт Чӗлхе. Литературоведени. Фольклор Экономика

Сен
26

Олег Алексеевич Николаев

Олег Алексеевич Николаев 1969 ҫулхи декабрӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта Шупашкарти строительство техникумӗнче «Граждан тата промышленность строительствин техник-строителӗ», 1998 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Предприятисен экономики тата предпринимательство ӗҫӗ» специальноҫсене алла илнӗ. 1999 ҫулта ҫак аслӑ…

Сен
22

«Варкӑш», варкӑшсам: кӗтнӗ тӗл пулу

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тахҫантанпа кӗтнӗ ларӑвӗ иртӗ. Клуб пайташӗсем ҫак тӗл пулусемшӗн тунсӑхласа ҫитрӗҫ ӗнтӗ, сӳтсе явмалли кӗнекесен шучӗ те ӳсрӗ. Ҫитес ларура «варкӑшҫӑсем» нумай пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ «Пирӗшти патне янӑ ҫыру»…

Сен
9

Петӗр Яккусен ҫавра ҫулӗ тӗлне – библиографи кӑтартмӑшӗ

Чӑваш Республикин наци библиотеки паллӑ сӑвӑҫ, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Петр Яковлевич Яковлев (Петӗр Яккусен) 70 ҫул ҫитнӗ ятпа унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ библиографи кӑтартмӑшӗ хатӗрлесе кӑларчӗ. Кӑларӑма Петӗр Яккусен 1967 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен пичетленсе тухнӑ уйрӑм кӗнекисене, сборниксемпе хаҫат-журналсенче пичетленнӗ…

Авг
18

«Пĕрле» поэзи кăшăлĕ иртрӗ

Ҫурла уйӑхӗн 10-16-мӗш кунӗсенче Шупашкарта Наци ӗҫӗсен Федераллӑ агенстви тата Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Чӑваш Республикин наци библиотеки ертсе пынипе «Атӑл асамачӗ» ятлӑ Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхсен поэзийӗн фестивалӗ кӑҫалхипе 3-шӗш хут кӗрлерӗ. Фестиваль тапхӑрӗнче 6 площадка ӗҫлерӗ,…

Авг
11

Палиндромсемпе çывăхрах паллашатпăр

Кăҫалхи «Атăл Асамачĕ» поэзи фестивалĕн кăсăклă пулăмĕсенчен пĕри – паллă поэт, прозаик, драматург, тележурналист Марина Карягина ирттерекен «Хаваспа çыратпăр сăвă. Палиндромсем» ăсталăх лаççи. Вăл çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче 11.00 сехетре Чăваш Республикин наци библиотекинче иртĕ. Палиндромсем тесе эпир малтан та, хыçалтан та пĕр пекех…

Авг
10

«Раççей халăхĕсен наци поэзийĕн хăйевĕрлĕхĕ» çавра сĕтел иртрĕ

Раççейри халăхсен поэзийĕн «Атăл Асамачĕ» III фестивалĕн тапхăрĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Раççей халăхĕсен наци поэзийĕн хăйевĕрлĕхĕ» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Ытти çулсенчи пекех Фестивале  Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви тата Чăваш Республикин профессионал писательсен пĕрлĕхĕ пулăшнипе Наци библиотеки…

Авг
10

Чăваш енре «Атăл Асамачĕ» поэзи фестивалĕ виççĕмĕш хут иртĕ

Çак кунсенче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул тата чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Раççей халăхĕсен поэзийĕн «Атăл Асамачĕ» III фестивалĕ иртет. Эпидемипе çыхăннă лару-тăру кăткăс пулнине шута илсе кăçал  фестивале онлайн мелĕпе йĕркеленĕ, ăна Чăваш ен наци…