Author Archives

Archive of the posts written by author: admint.
Янв
16

Авалхи виҫесем

Тӑршшӗ виҫисем. Авал линейкӑсем пулман, ҫынсем вӗсемсӗрех пурӑнма пултарнӑ. Мӗн те пулин виҫмелле пулсан алӑпа виҫнӗ. Ҫакӑн пек тӑршшӗ виҫисемпе усӑ курнӑ: пӳрне — пӳрне хулӑнӑшӗ; ал лаппи — ал лаппи сарлакӑшӗ; шит — сарса тытнӑ шӗвӗр пӳрнепе пуҫ пӳрне хушши; хур —…

Янв
16

Тӗрӗ. Тӗртсе тӗрлени

Чӑваш тӗррин пӗлтерӗшӗ. Пирӗн халӑх тӗррине тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Ӗлӗкхи тӗрӗсем пире халӗ те хӑйсен илемӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Вӗсене ҫынсем тӗрленине ӗненес те килмест. Чӑваш кил-йышӗнче хӗр ачасене 6-7 ҫултах тӗрлеме вӗрентнӗ. 10-12 ҫул тӗлне вӗсем хӑйсемех тӗрӗсем шухӑшласа кӑларса тӗрлеме пултарнӑ. Пӗр ученӑй…

Янв
16

Йывӑҫран, тӑмран, металран тата ытти материалсенчен тунӑ япаласем

Йывӑҫран тунӑ япаласем. Эпир халӗ усӑ куракан чылай япалана пластмассӑран тӑваҫҫӗ. Ӗлӗк вӗсене йывӑҫран тунӑ. Йывӑҫран япала тӑвасси таврара вӑрман нумай пулнинчен те килнӗ. Савӑт-сапа тума ытларах ҫӑка, хурӑн, йӑмра тата ытти хӑш-пӗр йывӑҫ юрӑхлӑ пулнӑ. Савӑт-сапана касса эрешленӗ. Йывӑҫ хуппинчен тунӑ япаласене…

Янв
14

Ҫут ҫанталӑк. Ӳсен-тӑран тӗнчи

Чӑваш ҫӗрӗсен тӗп пайӗ Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче – Сӑр тата Сӗве шывӗсем хушшинче вырнаҫнӑ. Ҫакӑ ахальтен мар: чӑваш мӗн ӗлӗкрен хӑйӗн ялӗсене пысӑк тата пӗчӗк шывсем хӗррине лартнӑ. Ҫапла тума ӑна пурнӑҫ хӑй хистенӗ: шыв тӑшмансенчен те хӳтӗлет, хуҫалӑхра та унсӑр май ҫук.…

Янв
14

Михаил Васильевич Игнатьев

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне М.В. Игнатьев кандидатурине президент пулма сӗннипе ҫирӗплетнӗ. 2010 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Патшалӑх ҫурчӗн Пысӑк залӗнче Михаил Васильевич Игнатьев савӑнӑҫлӑ церемонинче ҫӗнӗ Президент должноҫне кӗнӗ. 2012 ҫулхи кӑрлач…

Янв
14

Николай Васильевич Федоров – Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ

Николай Васильевич Федоров 1958 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Чучукасси ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Хусанти патшалӑх университечӗн юристсем хатӗрлекен факультетне вӗренме кӗрет. 1980-1989 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче преподаватель пулса ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтрах Мускавра аспирантурӑра пӗлӗвне тарӑнлатать. Вӑл – юридици…

Янв
13

Чӗр чун тӗнчи

Чӑваш ҫӗрне иленнӗ чӗр чунсен тӗнчи самаях пуян. Тискер кайӑксем ытларах вӑрмансенче, юхан шывсемпе кӳлӗсем хӗрринче пурӑнаҫҫӗ. Сӗтпе ӳстерекен чӗр чунсенчен чи шултри – пӑлан. Вӑл пирӗн тӑрӑхра сайра тӗл пулать. Пысӑк пуҫлӑ, вӑрӑм ураллӑ пӑшисем вара Улатӑр, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ,…

Янв
13

Чӑваш Республикин Конституцийӗ

Кашни патшалӑхӑн хӑйӗн саккунӗсем пур. Унта ҫынсен прависемпе тивӗҫӗсене ҫырса хунӑ. Чылай патшалӑхӑн Конституци пур. Вӑл патшалӑхӑн Тӗп саккунӗ шутланать. Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине 1993 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ. Чӑваш Республикин Конституцине 2000 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йышӑннӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе килӗшсе…

Янв
13

Чӑваш Республикин тытӑмӗ тата символӗсем

Республика пуҫӗнче Президент тӑрать. Ӑна республика халӑхӗ вӑрттӑн сасӑласа 4 ҫуллӑха суйлать. Президент хӑй тӗллӗн министрсене палӑртать. Ҫапла майпа правительство – Министрсен Кабинечӗ йӗркеленет. Влаҫӑн тепӗр юппи – Патшалӑх Канашӗ, вӑл халӑх суйланӑ депутатсенчен тӑрать. Виҫҫӗмӗш власть – суд. Кашни патшалӑхӑнах хӑйӗн символӗсем…

Янв
12

Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке

«Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» проекта 2015-2016 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ӑна чӑваш литературин чи паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртас, вулакансен хастарлӑхне ӳстерес, нумайрах вулама хистес тата электронлӑ коллекци йӗркелес тӗллевпе туса ирттернӗ.