Written on Мар, 23, 2023
by admint
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Наталия Сергеева чӑваш халӑх артистки ертсе пыракан «Васкамасӑр вулатпӑр» проект малалла тӑсӑлчӗ. Хальхинче пухӑннисем писательсем, тӗпчевҫӗсем, артистсем, студентсем чӑваш ҫыравҫин, журналисчӗн Арсений Тарасовӑн «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» хайлавне вуласа тишкерчӗҫ. Мероприятие хутшӑнакансем хайлавра мӗн…
Written on Мар, 09, 2023
by admint
Чӑваш Ен ҫинчен Ӑсталӑх Ҫутҫанталӑк тата ялхуҫалӑх Илемлӗ литература Истори. Этнографи. Археологи Культура. Ӑслӑлӑх. Ҫутӗҫ Медицина тата спорт Чӗлхе. Литературоведени. Фольклор Экономика
Written on Мар, 02, 2023
by admint
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Юлия Николаевӑн «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекери…
Written on Фев, 02, 2023
by admint
Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн 2023 ҫулхи пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Ара Мишшин «Тӑвалла ҫул» кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Хайлав пуххине вунпӗр калавпа пӗр повесть кӗнӗ. Ӑна…
Written on Фев, 02, 2023
by admint
Кӑҫалхи ҫул та ыттисем пекех тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи, драматургӗ Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫитнине халалланӑ «Ҫыратӑп эпӗ кӑранташпа мар, чӗремҫӗм татӑкӗпе…» литература каҫӗ иртрӗ. Тӑван литературӑпа культурӑна аталантарас ӗҫре…
Written on Фев, 01, 2023
by admint
Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă регионсем шайĕнчи «Ман юратнă вĕрентекен» литература пултарулăх конкурсĕн йĕркийĕ Пĕтĕмĕшле калани «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Наци библиотеки, Чăваш Республикин…
Written on Янв, 13, 2023
by admint
Сисӗнмесӗрех 2023 ҫула пырса кӗтӗмӗр. Кӑҫалхи ҫул та ыттисем пекех тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗнче мӗн-мӗн пулса иртессине вӑхӑтра пӗлсе тӑма Чӑваш Республикин Наци библиотеки хатӗрлесе кӑларнӑ «Ҫулталӑк кӗнеки 2023» кӑларӑм пулӑшӗ. Календарь 1967 ҫултанпа тухса тӑрать. Ҫулсерен вӑл…
Written on Янв, 13, 2023
by admint
Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи, драматургӗ Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫитнине халалланӑ «Ҫыратӑп эпӗ кӑранташпа мар, чӗремҫӗм татӑкӗпе…» асӑну каҫӗ иртет. Паллӑ ентешӗмӗре сума суса чӑваш писателӗсем, журналистсем, тӗпчевҫӗсем, вулакансем пухӑнӗҫ. Уява хутшӑнакансем ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне, хайлавӗсен хӑй…
Written on Дек, 22, 2022
by admint
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗнче Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Шел пулин те, автор хӑй килеймерӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма пӗр…
Written on Ноя, 01, 2022
by admint
Чăваш Республикин Наци библиотекинче юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Варкăш» литература клубĕн ларăвĕ тĕлĕнмелле çĕкленӳллĕ те хаваслă иртрĕ. Конференц-зала халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. «Ют пахчари хăмла çырли» илĕртрĕ мар-и писательсемпе журналистсене, редакторсемпе библиотекарьсене, артистсемпе юрăçсене. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах çакăн ятлă калав пуххи…