Фев
12

Пӗрне пӗри кӗнеке парнелер: Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗнеке парнеле» акци

Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ республикӑри библиотекӑсем нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Кӗнеке парнеле» акцие хутшӑнаҫҫӗ. Ӑна 2012 ҫулта ача-пӑча кӗнекисен паллӑ сайтне ертсе пыракан Эмми Бродмер пуҫарнипе йӗркеленӗ. Ку шухӑша Эммие пӗчӗк ывӑлӗ парнеленӗ. Вӑл пӗррехинче унран: «Мӗншӗн пӗр-пӗрне кӗнекесем парнелемелли ятарлӑ кун ҫук?», –…

Фев
12

Василий Кервен ҫыравҫӑ тата журналистӑн пултарулӑх каҫӗ иртет

Февралӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче поэт, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Василий Гаврилович Кервенӗн «Чун ҫырӑвне вулаттарать поэт» пултарлӑх каҫӗ иртет. Ӑна ҫыравҫӑн 70 ҫулхи юбилейне халалланӑ. Уявра автор «Аслати чечекӗ» ятлӑ кӗнекепе паллаштарӗ. Кӗнеке нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче…

Янв
29

Кашни ял тӑрӑхнех библиотека пулӑшӑвӗ ҫитет

2018 ҫулта республикӑра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ библиотека пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ, вӑл шутра 79 % — ял халӑхӗ. Паян кашни ял тӑрӑхнех библиотека пулӑшӑвӗ ҫитет. Пӗлтӗр республикӑра пурӗ 490 библиотека тата вӗсен ҫумӗнчи кӗнеке паракан 623 пункт ӗҫленӗ. Кунсӑр пуҫне 437 бибиотекӑри ӗҫченсем 20 пин…

Янв
25

«Варкӑш» вулама сӗнет!

Чӑваш Республикин наци библиотекинче кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче вулакансем паллӑ журналист тата ҫыравҫӑ Валентин Константиновӑн «Тупа» кӗнекине тишкерсе тухрӗҫ. Вӑл 2018 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унта пурӗ тӑватӑ хайлав кӗнӗ. Мӗнле шухӑш-туйӑм ҫуратрӗ-ха кӗнеке? Светлана…

Ноя
30

Михаил Фёдоров – чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ

Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Михаил Фёдоров – чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑслӑлӑх, вӗренӳ, культура ӗҫченӗсем, общество хастарӗсем, студентсем, чăваш литературипе тата сăмахлăхĕпе кăсăкланакансем хутшӑнчӗҫ. Тӗп докладпа филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ…

Ноя
28

«Варкӑш» хӑни – Римма Прокопьева

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн кӗрекине хӑнасем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Хальхи тӗлпулура тӑван литературӑна юратакансем Римма Прокопьева ҫыравҫӑ тата журналистӑн «Сар хӗвел хӗрелсен» кӗнекине тишкерсе тухрӗҫ.   Чи малтан сӑмах автор хӑй илчӗ, ҫак документаллӑ повесть хӑҫан тата мӗнле…

Ноя
21

«Михаил Сироткин, Николай Резюков, Сергей Юшков эткерлĕхĕ тата хальхи самана» çавра сĕтел ĕçне вĕçлерĕ

Чăваш Республикин наци библиотекинче 2018 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Михаил Сироткин, Николай Резюков, Сергей Юшков эткерлĕхĕ тата хальхи самана» çавра сĕтел ĕçлерĕ. Ӑна чăваш филологийĕпе литературинче паллă йĕр хăварнă М.Я. Сироткинăн 110 çулне, Н.А. Резюковăн 120 çулне, С.П. Юшковăн 100 çулне халалланă. Фоторепортаж…

Ноя
21

«Варкӑш» литература клубӗ йыхравлать

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртет. Клуб ларӑвӗсем ирӗклӗ калаҫу формипе иртеҫҫӗ, хутшӑнакансем суйласа илнӗ кӗнекесене сӳтсе яваҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑлне пӗлтереҫҫӗ, ҫыравҫӑсен пултарулӑхне тишкереҫҫӗ, хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Ҫитес тӗл пулура «Варкӑша» ҫӳрекенсем Римма Прокопьева ҫыравҫӑн «Сар хӗвел…

Ноя
2

Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культура ӗҫченӗсен пӗр пысӑк ушкӑнӗ Чӗмпӗр тӑрӑхне – Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш ялне ҫитсе курчӗ. Делегаци йышӗнче чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн председателӗ Геннадий Максимов, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова, Людмила…

Окт
17

А.П. Хусанкай 70 çул тултарнине халалланă савăнăçлă тĕлпулу

2018 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Сире «Чăн чăваш филологийĕ: иртнĕ ĕмĕр ăслăлăхĕ е пирĕн пуласлăх?» çавра сĕтел ĕçне тата савăнăçлă тĕлпулăвахутшăнма чĕнетпĕр. Ăна паллă чĕлхеçĕ, литературăпа ÿнер тĕпчевçи, обществăпа политика ĕçченĕ, Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ президенчĕ А.П. Хусанкай 70 çул тултарнине халалланă. Лару Чăваш Республикин наци библиотекин лару залĕнче (119 пÿлĕм) 13 сехетре пуçланать. Тӗплӗнрех