Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Орлов Георгий (Орлов Егор Федорович)
Орлов Георгий (Орлов Егор Федорович)
(1925-2007)

1925 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шупашкар районне кĕрекен Туликассинче çуралнă. Иккасинчи вăтам шкулта, партин Чулхулари аслă шкулĕнче вĕреннĕ. 1943 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. 2-мĕш Белорусси фронтĕнче çапăçнă. Автоматчик, отделени командирĕ, полкри радиостанци начальникĕ пулнă. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн "Хăюлăхшăн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсем илме тивĕç пулнă.

1948 çулчченех Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. 1949 çулта ăна ВЛКСМ Шупашкар райкомне ĕçлеме илнĕ, унтан комсомол райкомĕн секретарĕ пулма суйланă. 1951-1954 çулсенче çар училищинче партипе комсомол органĕсенче ĕçленĕ, 1954-1965 çулсенче "Ялав" журнал редакцийĕн литература сотрудникĕ пулнă. 1963 çулхи çуркуннеччен Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ пулнă. 1963 çулта ăна Чăваш çыравçисен Союзĕн правленийĕн членĕ пулма суйланă, "Ялав" журнал редакторĕнче ĕçленĕ.

Литература ĕçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн тытăннă. Пултарулăхĕнчи уйрăмах паллă хайлавсем – "Çуралнă кил", "Вилĕмрен те вăйлăрах" тата "Экзамен" поэмăсем. Вĕсенче халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине паттăррăн тÿссе ирттерни çинчен каласа кăтартнă, мире хÿтĕлеме, пуласлăхшĕн мĕнпур вăйран кĕрешме чĕннĕ. Тăван çĕршыв илемĕпе тăван тавралăх пуянлăхĕ çинчен сахал мар сонетсем, калавсемпе повеçсем çырнă. Р. Бернс, С. Есенин, М. Танк, С. Щипачев тата ытти сăвăçсен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Н. Евстафьев, А. Эсхель, А. Алга тата нумай сăвăçăн пултарулăхне тишкерсе тухнă.

Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ. РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн тата Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Тĕп кăларăмсем: "Вилĕмрен те вăйлăрах", "Кăрлач – раштав", "Кил çути", "Манăн юрату", "Чунтан-вартан", "Тривим йысна калавĕсем", "Вечный миг", "По длинной дороге года", "России солдат", "Свет родного очага" т. ыт. те.

2007 çулхи авăнăн 19-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.