Author Archives

Archive of the posts written by author: admint.
Апр
1

«Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ

Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тӗлпулӑвӗ ытти чухнехинчен урӑхларах форматпа иртрӗ. Вулавӑшӑн акт залне поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, студентсемпе чӑваш литературине юратакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗллевӗ пурин те пӗрре – Владимир Левукова «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ…

Мар
25

Чӑваш ача-пӑча литературипе паллашатпӑр

Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Чӑваш ача-пӑча литератури» онлайн-лекци иртет. Калаҫаканӗ – филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев. Ача-пӑча литератури – чӑваш литературин пӗр пайӗ. Ӑна литература тӗпчевҫи XX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче туллин тӗпчеме тытӑннӑ. Пуян материал пухса вӑл «Чӑваш ача-пӑча литератури» монографи…

Мар
1

«Варкăш» литература клубĕнче Нина Царыгинăн кĕнекине пахаларĕç

Кĕнеке пичетленсе тухни авторшăн кăна мар, вулаканшăн та – пысăк савăнăç. Çамрăк çыравçăн кăларăмĕ кун çути курни вара – пушшех те. Эппин, чăваш литератури аталанать-ха, сумлă писательсен ĕçне малалла тăсакансем пур. Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн тĕлпулăвĕнче шăпах…

Фев
27

Нина Царигинӑн «Ҫил-тӑманлӑ ӗмӗт» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр

Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клуба ҫӳрекенсем Нина Царыгинӑн «Ҫил-тӑманлӑ ӗмӗт» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Нина Царыгина «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗнче вӑй хурать. Унӑн хайлавӗсем «Кӗтмен юрату», «Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ.…

Фев
2

«Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» романĕн хăтлавĕ иртрĕ. Кăларăм пĕлтĕрхи çуркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Унăн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕнче (2022) çĕнтернĕ. «Сĕлкĕш», «Авăр», «Тан таппи», «Тĕтре», «Сарă хăмăш, сар…

Янв
25

«Варкăш» тĕпелĕнче – Александр Трофимов çыравçă

Çул хыççăн çул иртет, Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ вара уйăхсерен пĕр улшăнми хăйĕн ытамне чăвашла вулама юратакансене пуçтарать. Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăçалхи пĕрремĕш тĕлпулу иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Александр Трофимовăн «Тепре куриччен!» кăларăмне сӳтсе яврĕç. Вăл 2023 çулхи кĕркунне…

Янв
22

Александр Трофимовӑн «Тепре куриччен!» кӗнекин хӑтлавӗ иртет

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем 2024 ҫулта пӗрремӗш ларӑвне пуҫтарӑнӗҫ. Хальхинче Александр Трофимовӑн «Тепре куриччен!» кӗнекине сӳтсе явӗҫ. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче 2023 ҫулта пичетленсе тухнӑ, унта повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова, ӳнерҫи Анна Никонорова.…

Янв
22

Николай Максимова халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш писателӗн, журналисчӗн, куҫаруҫин, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Николай Максимовӑн 80 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Мероприятие ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, библиотека ӗҫченӗсем, вулакансем, юлташӗсем, ентешӗсем, вӗрентекенсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш …

Дек
22

Любовь Фёдоровӑн «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» кӗнекине пахаларӗҫ

Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче савӑнӑҫлӑ та ӑшӑ лару-тӑрура Любовь Фёдоровӑн «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» кӗнекине пахаларӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӑвӑсемсӗр пуҫне юптарусем, сӑвӑлла юмахсем, такмаксем кун ҫути курнӑ. Поэзи каҫне тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, тӑванӗсем, ентешӗсем, юлташӗсем, библиотека ӗҫченӗсем тата И. Я.…

Дек
13

«Варкăш» литература клубĕн хăни – Юрий Исаев

Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн Çĕнĕ çул умĕнхи тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Юрий Исаевăн «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кăларăмне пахалама пуçтарăнчĕç. Кăçал çулла Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăскер вулавăшсене çитнĕ ĕнтĕ, пĕрремĕш вулакансем унпа паллашма та ĕлкĕрнĕ.…