Чăваш чĕлхи кунне халалланă акцире Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенче, Самар, Чĕмпĕр, Красноярск тăрăхĕсенче тата ытти регионсенче пурăнакан 500 ытла çын хутшăнчĕ. Çак кунсенче #люблючувашский хештеглă видероликсем Интернетри социаллă тетелсенче йышлансах пычĕç. Ача пахчине çӳрекенсем, шкул ачисем, студентсем, вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем тата ытти тĕрлĕ…

Чăваш Республикин наци библиотеки Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăваш чĕлхи илемĕ сăвăра» акци ирттерет. Унта хутшăнас текенсен чăвашла сăвă суйласа илсе вуламалла, видеоролик çырса социаллă тетелсенче ятарлă хештегпа (#люблючувашский) вырнаçтармалла е kray@nbchr.ru электрон адреспа ярса памалла. Вулакансем хăйсем шăрçаланă сăвăсемпе, юратнă поэтсен хайлавĕсемпе…
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Çавна май чăваш çыравçисен ачасем валли çырнă хайлавĕсене артистсем вулланипе Чăваш Республикин наци библиотеки паллаштарать. Хайлавсенчен нумайăшĕ «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» пухăма (коллекцине) кĕнĕ. Кăларăмра чăваш халăх çыравçи Петĕр Хусанкай 1942…
Хисеплĕ вулакансем!
Килте ларнǎ вǎхǎт – хамǎр пĕлĕве, пултарулǎха аталантарма меллĕ самант. Ҫĕннине пĕлме, юратнǎ кĕнекесене тепĕр хут вулама, аудиокĕнекесем итлеме, ҫавǎн пекех онлайн мелĕпе вĕренме май та, вǎхǎт та пур. Ку енĕпе сире библиотека пулǎшма хатĕр. Эпир сире библиотека сайчĕпе тата социаллǎ хутлӑхри ушкǎнсенсенче…
Чӑваш Республикин наци библиотекине тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки килсе ҫитрӗ. Поэтӑн хайлавӗсем чӑвашла халиччен пичетленменчӗ-ха. Кӗнекене пултаруллӑ сӑвӑҫӑн тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Вӗсене чӑвашла куҫараканӗ чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай. Бахытжан…
Чăваш Республикин наци библиотеки Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне ирттерет.
Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ 2017 çултанпа тухăçлă ĕçлет ĕнтĕ. Çак хушăра кĕнеке тусĕсем чăваш литературинчи чылай илемлĕ хайлавпа паллашма кăна мар, вĕсене тишкерме-хаклама ĕлкĕрчĕç, нумай çыравçăпа тĕл пулчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пултарчĕç. Уйăхра пĕрре иртекен тĕлпулу çыравçăсене…
«Яндекс.Тăлмачă» сервиса чӑваш чӗлхине кӗртнине халалласа «Чӑваш чӗлхи – тӗнче уҫҫи» хӑтлав иртрӗ
Нарăс уйăхĕн пĕрремĕшĕнче «Яндекс.Тăлмачă» тĕрлĕ чĕлхерен чăвашла, чăвашларан тĕнчери 100 яхăн чĕлхене куçарма тытăнчĕ. Нарӑс уйӑхен 27 мӗшӗнче Чăваш Республикин наци библиотекинче чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа «Чăваш чĕлхи – тĕнче уççи» хăтлав иртрĕ. 15 çул каялла тума палăртса хунă ĕç юлашки 4-5 çулта – 2016 тата 2019-2020…
Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Анатолий Хмытăн «Тĕлленмен тĕлĕк» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Пултарулăх каçне поэтсемпе прозаиксем, ăсчахсемпе критиксем, преподавательсемпе журналистсем, Анатолий Дмитриевичăн ентешĕсемпе çывăх тăванĕсем тата юлташĕсем пуçтарăнчĕç. Кăларăм çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курчĕ. Унта…
Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Станислав Сатурăн «Эпĕ» виçе» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе критиксем, журналистсемпе вулавăш ĕçченĕсем, Станислав Николаевичăн ентешĕсемпе пĕлĕшĕсем çĕнĕ кăларăма пахалама йышлăн пуçтарăнчĕç. Сăвăсен пуххи нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Унта авторăн тĕрлĕ…