
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» романне сӳтсе яврӗҫ. Анчах та хальхинче кашниех килтен тухмасӑр хутшӑнчӗ – романпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑш-кӑмӑлне «Вконтакте» социаллӑ тетелри «Варкӑш: варкӑшсам!» ятарлӑ калаҫура (беседа) ҫырса ячӗ. Нелли Петровскаян «Тухамтӑш» романӗ икӗ кӗнекерен тӑрать.…



