Килте ларнǎ вǎхǎт – хамǎр пĕлĕве, пултарулǎха аталантарма меллĕ самант. Ҫĕннине пĕлме, юратнǎ кĕнекесене тепĕр хут вулама, аудиокĕнекесем итлеме, ҫавǎн пекех онлайн мелĕпе вĕренме май та, вǎхǎт та пур. Ку енĕпе сире библиотека пулǎшма хатĕр. Эпир сире библиотека сайчĕпе тата социаллǎ хутлӑхри ушкǎнсенсенче…
Хисеплĕ вулакансем!
Чӑваш Республикин наци библиотекине тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки килсе ҫитрӗ. Поэтӑн хайлавӗсем чӑвашла халиччен пичетленменчӗ-ха. Кӗнекене пултаруллӑ сӑвӑҫӑн тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Вӗсене чӑвашла куҫараканӗ чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай. Бахытжан…
Чăваш Республикин наци библиотеки Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне ирттерет.
Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ 2017 çултанпа тухăçлă ĕçлет ĕнтĕ. Çак хушăра кĕнеке тусĕсем чăваш литературинчи чылай илемлĕ хайлавпа паллашма кăна мар, вĕсене тишкерме-хаклама ĕлкĕрчĕç, нумай çыравçăпа тĕл пулчĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пултарчĕç. Уйăхра пĕрре иртекен тĕлпулу çыравçăсене…
«Яндекс.Тăлмачă» сервиса чӑваш чӗлхине кӗртнине халалласа «Чӑваш чӗлхи – тӗнче уҫҫи» хӑтлав иртрӗ
Нарăс уйăхĕн пĕрремĕшĕнче «Яндекс.Тăлмачă» тĕрлĕ чĕлхерен чăвашла, чăвашларан тĕнчери 100 яхăн чĕлхене куçарма тытăнчĕ. Нарӑс уйӑхен 27 мӗшӗнче Чăваш Республикин наци библиотекинче чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа «Чăваш чĕлхи – тĕнче уççи» хăтлав иртрĕ. 15 çул каялла тума палăртса хунă ĕç юлашки 4-5 çулта – 2016 тата 2019-2020…
Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Анатолий Хмытăн «Тĕлленмен тĕлĕк» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Пултарулăх каçне поэтсемпе прозаиксем, ăсчахсемпе критиксем, преподавательсемпе журналистсем, Анатолий Дмитриевичăн ентешĕсемпе çывăх тăванĕсем тата юлташĕсем пуçтарăнчĕç. Кăларăм çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курчĕ. Унта…
Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче Станислав Сатурăн «Эпĕ» виçе» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе критиксем, журналистсемпе вулавăш ĕçченĕсем, Станислав Николаевичăн ентешĕсемпе пĕлĕшĕсем çĕнĕ кăларăма пахалама йышлăн пуçтарăнчĕç. Сăвăсен пуххи нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Унта авторăн тĕрлĕ…
Ҫак кунсенче Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Чӑваш Республикин наци библиотекине сербла куҫарнӑ сӑввисен «Мелодия ночи» (Каҫ кӗвви) ятлӑ пуххине парнелерӗ. Кӗнеке Сербин тӗп хулинче, Белградра, «Алма» издательствӑра кун ҫути курнӑ. Унта чӑваш поэчӗ тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсем – «Ҫичӗ кӗлӗ», «Илемпи», «Телейлӗ…
КĔТЕТПĔР СИРЕ, ÇАМРĂК ÇЫРАВÇĂСЕМ ТАТА ВĔРЕНТЕКЕНСЕМ! Кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕ вĕçленчĕ. Вăл акан 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене…
Эпир пурте юратса вулакан «Салампи», «Алтăр çăлтăр», «Симĕс ылтăн», «Шурă çӳçлĕ хĕр», «Ан авăн, шĕшкĕ!», «Улма йывăç авăнать», «Хунавлах хăрнисем» тата ытти паха хайлавсем çырнă чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Чăваш халăхĕ юратакан произведенисем хайланă пысăк ăста çыравçă çуралнăранпа…