Окт
27

Балкар поэзйӗн мӑнаҫлӑхӗпе чапӗ

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче Кабарда-Балкар халӑх поэчӗ Кайсын Кулиев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Кайсын Кулиева Чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑнтараканни нумай: Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче ӑна, йывӑр аманнӑскерне, сипленме Шупашкар хулине илсе ҫитереҫҫӗ, кунта вӑл паха сӑвӑ-калавсем хайлать. Вӑрҫӑ…

Окт
18

Чӑваш наци вулавӑшӗнче халӑх ҫипуҫӗн уявӗ иртрӗ

Халӑх ҫипуҫӗ – чӑвашлӑхӑн чӗрӗ палли, наци илемӗ. Кăçал кăрлачран пуçласа пуш уйăхĕччен иртнĕ регионсем хушшинчи «Чăваш тумĕ — халăх пуянлăхĕ» конкурс ăнăçлăхĕ пурне те хавхалантарса ячĕ. Ку ӗҫ-пуҫа пуçарса яраканӗ — чăваш тумĕн тата тӗрӗ ӑсти Зинаида Воронова. Палӑртнӑ конкурса пĕтĕмлетсе паха…

Окт
4

«Фёдор Павлов – чӑваш музыкипе литературин классикӗ» ҫавра сӗтел иртрӗ

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ композитор, дирижёр, драматург Фёдор Павлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртрӗ. Уява тӗпчевҫӗсем, ӑсчахсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ. Фоторепортаж Ҫавра сӗтеле «Чӑваш кӗнеки»  центрӑн ертӳҫи Галина Соловьева уҫрӗ, чӑваш литературипе культурине атлантарас…

Сен
25

Владимир Кузьмин ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарчӗ

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче паллӑ ҫыравҫӑн, журналистӑн Владимир Кузьминӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Владимир Прокопьевич нумай пулмасть 80 ҫул тултарчӗ, ҫак сумлӑ юбилей тӗлне вӑл вулакансем валли паха парне илсе ҫитерчӗ – «Родник души» (Чун ҫӑлкуҫӗ) ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке. Юбиляра саламлама…

Сен
8

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс

Хаклӑ вулаканӑмӑрсем! Эсир кӗнеке вулама юрататӑр-и? Эппин, сире Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» регионсем хушшинче ҫиччӗмӗш хут иртекен конкурса хутшӑнма чӗнет. Кӑҫал вӑл авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пырӗ. «Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурса Чӑваш кӗнеке издательствинче тухса тӑракан…

Июл
11

Георгий Хавалӑн пултарулӑх каҫӗ

Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче паллӑ поэт, юрӑҫ, композитор Георгий Хавал хӑйӗн пултарулӑх каҫне ирттерчӗ. Кӗрекере тепӗр хут пӗрле пуҫтарӑнма сӑлтавӗ те пысӑк пулчӗ: автор вулакансене тӳрех икӗ ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарчӗ «Санпала пӗрле пуласчӗ=Рядом с тобой» тата « Ҫул хыҫҫӑн ҫул…

Июн
28

«Раҫҫей халӑхӗсен хальхи поэзин антологийӗ» кӗнеке уявӗ

Чӑваш Республикин наци библиотекинче ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Раҫҫей халӑхӗсен хальхи поэзин антологине» (Антология современной поэзии народов России) пахаларӗҫ. Кӗнеке хӑтлавне ҫыравҫӑсемпе тӗпчевҫӗсем, патшалӑх тытӑмӗн представителӗсем, журналистсем, культура ӗҫченӗсем пухӑнчӗҫ. Уява уҫнӑ май Чӑваш Республикин Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов федераци…

Июн
16

Александр Пушкин: «Чӗрем ман юлӗ сирӗнпе»

Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валери Туркай вулакансене Александр Пушкинӑн «Чӗрем ман юлӗ сирӗнпе» чӑвашла куҫарнӑ сӑвӑсен пуххипе паллаштарчӗ. Фоторепортаж Александр Сергеевич Пушкин – Раҫҫей историйӗн уйрӑлми пайӗ, чапӗ, тӗнче шайӗнчи поэт.…

Май
18

Ҫутлӑх элчисене халалланӑ ҫавра сӗтел

2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Ҫутлӑх элчисем Николай Ильминский, Николай Поппе, Константин Прокопьев тата вӗсен чӑваш ӑслӑлӑхӗнчи тӳпи» ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна Тухӑҫ тӗпчевҫин, миссионер педагогӑн Н.И. Ильминский профессорӑн, тӗрӗкпе монгол чӗлхисен тӗпчевҫин, Ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспонденчӗн Н.Н. Поппен тата…

Апр
26

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнекисен хӑтлавӗ

Чӑваш Республикин наци библиотекинче акан 25-мӗшӗнче Чӑваш кӗнеки фестивалӗ иртрӗ. Унӑн йышне кӗрекен мероприятисенчен пӗри Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнеки». 3-мĕш том; Лебедев Э.Е. «Акционсартовые значения сложновербальных аналитических форм в чувашском языке»; «Чебоксары: история и тайны Николаевского девичьего…