КĔПЕР ХЫВĂР!


Петров Виталий Петрович (Праски Витти). Иллюстрация к стихотворению М. Сеспеля: Проложите мост = Кĕпер хывùр

Çулсем... Çулсем çинче вилесем,
Укăлчасем панче вил шăмсем,
Ах, йăвăр, йăвăр, пăчă...
Эй!
Эсир,
Чĕррисем,
Вилесем урлă, шăм куписем çинче
Хĕвеллĕ ыран енне
Кĕпер чĕнтĕрлĕр.
Ах!
Кĕпер чĕнтĕрлĕр.
Эпĕ
Халран кайса ÿксессĕн,
Ман урлă таптаса каçса кайăр,
Тимĕр урăрсемпе чĕрем çине
Хăюллăн таптăр.
Ах!
Таптăр,
Ĕнсене хуçăр.
Кĕперне хывнă чух эп
Халран кайса вилсессĕн,
Мана кĕпер айне
В-е-е-ç-ç!
Перĕр!
Ах,
Перĕр, перĕр!
Вăхăт — ачашлăх вăхăч мар.
Ăш юрă вăхăчĕ кайра,
Малта хĕвел.
Ку вăхăт — вилĕм вăхăчĕ.
Кам куçĕ куççуль кăлармĕ,
Кам чунĕ чул —
Кĕпер урлă!
Ик ушкăн:
Паттăррисем — çав кĕпер урлă
Халсăррисене
Кĕпер айне перĕç.
Çул-çул тăрăх вилесем.
Уй-уй урлă
Купан-купан вил шăм.
Эй, чĕррисем! Вилесем урлă
Ыран патне
Кĕпер хывăр.
Ах,
Нăшкатăп,
Хал пĕтрĕ, хул халсăр...
Эй!
Ывăтăр мана,
Веç — ывăтăр,
Кĕпер айне ывăтăр мана.
Ах.
Ĕнсене хуçăр.

1921 ç. юпан 30-мĕшĕ
Кейÿ