ЧĂВАШ АРĂМНЕ


Хура-шур анчах курмашкăн
Кам çуралса ÿснĕ?
Çут тĕнчере йăвăр хурлăх
Кам ытларах тÿснĕ?

Çут тĕнчере кам телейĕ
Çĕре ÿксе юлнă?
Авалтанпа кам кун-çулĕ
Тарçăри пек пулнă?

Камăн вăл? — Кун-çулĕ йăвăр,
Хурлăхлă кун-çулĕ?
Чăваш арăмĕн пулмасăр
Камăн тата пулĕ?

Чăваш арăмне асапшăн
Ашшĕ-амăш çуратнă,
Ачаранпах хурлăх чулĕ
Мăйĕ çине çакнă.

Хурт-кăпшанкă та çу кунĕ
Савăнса вĕçетчĕ,
Çутçанталăкшăн, хĕвелшĕн
Вăл та хĕпĕртетчĕ.

Сан чĕрÿ анчах хĕн витĕр
Савăнăç пĕлместчĕ,
Вучах умĕнче вăрахăн
Ĕмĕрÿ иртетчĕ.

Турчăка-мĕлкерен урăх
Нимĕн те курман эс.
Çут тĕнче курма тухасшăн
Тăрăшман айван ăс.

«Хĕрарăмăн çÿçĕ вăрăм,
Ăсĕ кĕске, — тетчĕç, —
Уншăн çут тĕнче курмашкăн
Мĕне кирлĕ? — тетчĕç, —

Кил терĕш тирпе[й]лесессĕн
Тата ĕне-сурăх
Пăхса усрама пĕлсессĕн,
Мĕне кирлĕ урăх?»

Çапла ерипенех санăн
Вăюсем пĕтетчĕç.
Масар çине, чун тухсассăн,
Ка[я]йса чикетчĕç.

Сан çинче вара хурлăхлă
Çил анчах вĕретчĕ,
Усăсăр иртнĕ кун-çулшăн
Шăхăрса йĕретчĕ...

Иртнĕ çулсенче çаплаччĕ
Хĕрарăм кун-çулĕ...
Малашне тек ан тăкăнтăр
Мĕскĕн чун куççулĕ.

Чăваш çынни те халь ĕнтĕ
Хăй пуçне çĕклерĕ,
Тăван çĕршывне юратрĕ:
«Эпĕ те çын», — терĕ.

Чăваш арăмĕ, саншăн та
Хурлăх хыçа юлтăр,
Пулас пурнăçу мăшкăлсăр,
Савăнăçлă пултăр.

Хĕрарăмсем, эсĕр те халь
Этем шутне кĕрĕр,
Вучах умĕнчех ан ирттĕр
Текех сирĕн ĕмĕр.

Ĕмĕр чура пулма çитĕ,
Чура пулма намăс!..
Ирĕклĕ кун-çул тупмашкăн
Тăрăр пурте харăс!..

Ачăрсене вĕрентме те
Эсĕр ан ÿркенĕр:
Чăваш çĕрне юратмашкăн
Вĕсене вĕрентĕр.

Ачăрсем чăваш чĕлхишĕн
Тăма хатĕр пулччăр,
Ют халăхсем ĕлĕкхин пек
Чăвашран ан кулччăр.

Çитĕ! Шăпăр шăтăкĕнчен
Çут тĕнчене тухăр!
Этем чунне выльăх чунĕ
Вырăнне ан хурăр.

1920 ç. вĕçĕ
Шупашкар