ЧĂВАШ АЧИНЕ


Пĕлтер мана, тăван çĕршывăм:
Хăçан кăтартăн халăхна
Ху чĕлхÿне хăват кĕртмешкĕн
Тĕнчене килнĕ ывăлна?

Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
Чăваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
Килсем! Килсем! Эс пур, — çук мар.

Часрах килсе хăватлăх кĕртчĕ
Чăвашăн капăр чĕлхине.
Çунтартăр çулăмлă, кăварлă
Чĕлхÿ çынсен чĕрисене.

Ĕмĕрлĕхе яту сан юлĕ.
Шупашкартан Кавал таран,
Çĕрпÿ, Чикме, Етĕрне урлă
Юрру сассийĕ кайĕ сан.

Чăваш чĕлхи ăсти! Кăварлă
Чĕрÿ сан сисĕ чĕннине.
Шанатăп. Ĕмĕте усратăп:
Эс килĕн. Килĕн тĕнчене!

1920 ç. чÿк
Шупашкар