ПУЛАССИ


Вырăсла кĕвĕ

Çил-тăвăл иртсессĕн йăлтăра çанталăк Кăмăллăн та лăпкăн ачашланса канĕ. Юмахри илемлĕ çут кĕмĕл çурт майлă Çут тĕнче çуталĕ, çĕнелсе лăпланĕ.

Ирĕклĕхшĕн вилнĕ тăвансенĕн юнĕ Чĕлтĕрти çеçкеллĕ хĕрлĕ чечек пулĕ. Кĕмĕл сывлăм шывĕ чечек çинче çунмĕ, — Çунĕ çут тĕнчешĕн тăкăннă куççулĕ.

Чухăнлăх, пуянлăх, уйрăмлăх йăранĕ Ирĕкпе çĕнелнĕ пурăнăçран тарĕ, Чĕрере ачашшăн çунĕ, çулăмланĕ Тантăшлăх, тăванлăх, юрату кăварĕ.

1918 ç. çуркунне, Теччĕ
1921 ç. çуркунне, Шупашкар