ЭПĔ ВИЛСЕН...

Эп вилсен — мана пытарăр
Çÿл[л]ĕ ту тăрне.
Йăмрасем лартса хăварăр
Ман тăпра çине.

Ман çинчен пĕтĕм çĕршывăм
Курăнтăр вара,
Тăпрам çинчен курма пултăр
Ват Шупашкара.

Эпĕ выртăп... выртăп... Юлĕ
Вăхăт каялла:
Чăваш чĕлхи пурнăç майĕ
Кайĕ малалла.

Вăхăт çитĕ — Чăваш çĕрĕн
Кăмăллă чĕлхи
Чаплă пулĕ, — вăлах пулĕ
Çамрăк чун пахи.

Пулĕç ĕмĕрлĕх илемлĕ
Сăвă-юрăсем.
Пулĕç аслă, çивĕч ăслă
Кĕнекеçĕсем.

Савнă çĕршывăмăн пулĕç
Чаплă сăвăçсем,
Чаплă та илемлĕ çырĕç
Ун чухне вĕсем.

— Чăваш çыннин чĕлхи чухăн, —
Теме хăякан
Пулĕ-ши ун чух, пĕлесчĕ,
Кураясчĕ ман!

Тусăмсем! Ун чух çул майĕ
Ман çине пырса
Юрă юрласа кăтартăр,
Сăвă каласа.

Ун чухне ман пĕлес килĕ
Сăвăçсен ятне
Тата вĕсенчен хăш аслă,
Хăшĕ чаплине.

Юрăсемпе эсĕр мухтăр
Сăвăçсен ятне,
Хытă сасăсемпе юрлăр
Вĕсен сăввине.

Вара эпĕ хамах пĕлĕп
Сăвăçсен ятне:
Пĕлĕп Чăваш çырулăхĕ
Епле чаплине.

Чăвашра çĕнĕрен сăвăç
Çуралмассерен
Ман тăпра çине cap кайăк
Пытăр ир çинчен.

Йăмрасем çине ларайтăр
Хĕвел ăшшине,
Янра юрăпа мухтатăр
Чăваш чĕлхине.

Тăван çĕршыв çырулăхĕн
Илемĕ çинчен,
Çамрăксем тăван чĕлхешĕн
Тăрăшни çинчен

Сар кайăк юрласа патăр
Йăмра тăрринчен...
Йăлтăр хĕвел йăлтăртаттăр
Çут пĕлĕт çинчен.

Симĕс курăкпа тумлантăр
Ман тăлăх тăпра;
Хĕрлĕ чечексем ешерччĕр
Ман вырăн тавра...

Çĕршывăма тăван халăх
Хавасламасан,
Чун савнă чăваш чĕлхийĕ
Пĕтмелле пулсан —

Усал курăк та ан шăттăр
Ман тăпра çине:
Çĕр çурăлтăр та çĕр çăттăр
Вил шăммăмсене.

1921 ç. пуш
Шупашкар