ТИНĔСЕ


Миттов Анатолий Иванович. Иллюстрация к стихотворению М. Сеспеля: Морю = Тинĕсе

Вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсĕм,
Хуп-хуран, сип-симĕсĕн,
Кăпăк тумлăн, хумлăн, хумлăн
Çырана çапса, хăюллăн
Хумлă сулнăксемпе сулăн,
Хумлă кăпăкпа вĕре.
Ман çунатлă вутлă чунăм,
Çĕн çĕре чĕнен чĕре
Кĕрешÿ вăйне анчах
Кăмăллать çак тĕнчере.

Тинĕс, тинĕс, вăйлăрах
Хыççăн-хыççăн хум пăрах.
Тамăк вутлăн, тамăк çутлăн,
Вут-кăварлăн, хар-хаяррăн,
Тайăн-тайăн, çырăн-варăн
Хутлă хумлăн сулăн-уткăн.
Кĕрешÿ сассипеле —
Вăйлă мĕкĕрлеш саспа
Йăвăр пĕл[ĕ]тсене силле,
Хумсемпе çапа-çапа
Чуллă çырана тапрат,
Хулăм чулсене ташлат.

Тинĕс, тинĕс, — умăнта
Çĕн чăвашăн çĕн поэчĕ;
Авалхи кунсен ĕречĕ
Ун чунне тапта-тапта,
Ун чунне, чĕри тĕпне
Хурлăхлăх юрри хăварнă.

Тинĕс, тинĕс, эс хаяррăн
Сăвăçăн юнне-чунне
Вăйлă хумлă юрăпа,
Кĕрешме чёнен саспа
Нишлĕлĕхсенчен тасат.
Вăйлă паттăрлăх, хăват
Вырнаçтар ун чĕрине.
Чунĕ ун хăюллă пултăр,
Тинĕс вăйĕпеле тултăр.
Савтăр паттăрлăх вăйне;
Çĕн куна, çĕн тĕнчене
Юратса çĕн юрă хутăр,
Кĕрешÿ ĕçне-вăйне
Хăй чĕрин хĕвелĕ тутăр.
Çĕн поэт ака та тутăр,
Утă çултăр,
Вутă çуртăр,
Ĕçлесе çĕн юрă хутăр,
Туй пулсан — ташлатăр, култăр...

Тинĕс, тинĕс, вал санран
(Вăхăт çитĕ) уйăрлсан,
Савнă çĕршывне кайсассăн,
Йăвăр тимĕр сăнчăртан
Хăтăлнă чăвашсене
Паттăр та хăватлă саслăн,
Чĕрипе çунса, хавассăн
Çĕн тĕнчен çĕн пурнăçне,
Çĕн кунне, çĕн кун-çулне,
Çĕнĕ пурнăç хĕвелне
Юратса тăма калатăр.
Лăпкă халăх — пултăр паттăр.
Вăл йăваш — йăвашлăх çĕттĕр,
Чун — кăвар çунатлăн вĕçтĕр
Кив çĕртен çĕн çул çине.

Тинĕс, тинĕс, вăйлăраххăн,
Хăвăртраххăн, çăмăлраххăн,
Чул пулсан — хăватлăраххăн,
Хыççăн, хыççăн хум хумла!
Эс хăюллăн, вăйлă хумлăн,
Йăвăр саслă, йăвăр чуллăн
Чуллă çырана тулла.
Мĕкĕр, ахăр, кар-карла,
Вăйлă сулăмлăн, хăюллăн,
Хыççăн-хыççăн хум пăрах:
Кĕрешÿ вăйне анчах
Кăмăллать ман вутлă чунăм...
…………………………………………
Çĕн тĕнче! Эй, Çĕнĕ Кунăм,
Каялла ан кай, ан чак!

1921 ç. утăн 12-мĕшĕ
Евпатори