Written on Май, 29, 2023
by admint
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Георгий Фёдоровӑн кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑмра ҫыравҫӑн тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ поэмисемпе сӑввисем кун ҫути курнӑ. Георгий Иосифович…
Written on Май, 18, 2023
by admint
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Георгий Федоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Георгий Иосифович Федоров – чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫи, прозаикӗ, сӑвӑҫи, филологи наукисен докторӗ, профессорӗ. Вӑл 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен, 4 монографи, учебниксен, вӗренӳ кӗнекисен авторӗ. Унӑн…
Written on Май, 03, 2023
by admint
Атӑлҫи халӑхӗсене ҫутта кӑларас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ Иван Яковлев педагог ҫуралнӑранпа 175 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ уҫӑлнӑранпа 155 ҫул ҫитнине ҫӗршыв шайӗнче уявлаҫҫӗ. Тӗп хулара Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн еткерӗпе хальхи архивсенче, музейсенче тата библиотекӑсенче ӗҫлемелли меслетсемпе паллаштаракан форум иртрӗ. Регионсем хушшинчи форума «Манӑн…
Written on Апр, 19, 2023
by admint
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Ольга Васильевӑн кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӑларӑма «Саккӑрмӗшсем» шкул повеҫӗ тата халапсемпе калавсем кӗнӗ.…
Written on Апр, 14, 2023
by admint
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртет. Ӑна йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен…
Written on Апр, 12, 2023
by admint
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Калав-повесть ҫырма Ольга Леонидовна Васильева (Федорова) Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухнех пуҫланӑ. 2018 ҫулта авторӑн «Юхать ҫӑлкуҫ…» пӗрремӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ.…
Written on Апр, 06, 2023
by admint
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Хальхинче Людмила Сачковӑн ача-пӑча тӗнчине сӑнлакан «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Людмила Николаевна Сачкова литература…
Written on Мар, 23, 2023
by admint
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗн, юрӑҫӑн, композиторӑн, куҫаруҫӑн Светлана Асаматӑн 2022 ҫулта пичетленсе тухнӑ кӗнекисен хӑтлавӗ тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ. Уява культурӑпа искусство деятелӗсем, ӑсчахсем, вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем, ентешӗсемпе юлташӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Поэтӑн ача-пӑча тӗнчине сӑнлакан «Ҫурхи…
Written on Мар, 23, 2023
by admint
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Наталия Сергеева чӑваш халӑх артистки ертсе пыракан «Васкамасӑр вулатпӑр» проект малалла тӑсӑлчӗ. Хальхинче пухӑннисем писательсем, тӗпчевҫӗсем, артистсем, студентсем чӑваш ҫыравҫин, журналисчӗн Арсений Тарасовӑн «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» хайлавне вуласа тишкерчӗҫ. Мероприятие хутшӑнакансем хайлавра мӗн…
Written on Мар, 09, 2023
by admint
Чӑваш Ен ҫинчен Ӑсталӑх Ҫутҫанталӑк тата ялхуҫалӑх Илемлӗ литература Истори. Этнографи. Археологи Культура. Ӑслӑлӑх. Ҫутӗҫ Медицина тата спорт Чӗлхе. Литературоведени. Фольклор Экономика