
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева ертсе пыракан «Васкамасӑр вулатпӑр» проект малалла тӑсӑлчӗ. Мероприятие пухӑннӑ тӗпчевҫӗсем, вӗрентекенсем, студентсем, библиотека ӗҫченӗсем чӑвашсен паллӑ драматургӗн, прозаикӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗн Пётр Осиповӑн «Ылханлӑ йӑх» пьесине вуласа тишкерчӗҫ. Малтанах Наталия…







