Сентябрӗн 22-мӗшӗнче Наци библиотекинче чӑваш поэчӗн, Федорова Любовь Михайловнӑн, ҫӗнӗ кӗнекисен презентацийӗ иртӗ. Автор куракансене «Ала витӗр» юптарусен пуххипе тата «Ку ҫыранра» сӑвӑ-калав кӗнекипе паллаштарӗ. Уява авторпа пӗрле тӗпчевҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. 1974 ҫултан пуҫласа Любовь Федорова республикӑри «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Пике» тата ытти хаҫат-журналсенче…
Чӑваш Республикин наци библиотеки паллӑ сӑвӑҫ, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Петр Яковлевич Яковлев (Петӗр Яккусен) 70 ҫул ҫитнӗ ятпа унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ библиографи кӑтартмӑшӗ хатӗрлесе кӑларчӗ. Кӑларӑма Петӗр Яккусен 1967 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен пичетленсе тухнӑ уйрӑм кӗнекисене, сборниксемпе хаҫат-журналсенче пичетленнӗ…
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял библиотеки «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллĕн ҫӗнетнӗ хыҫҫăн авăн уйăхĕн 8-мӗшӗнче хăйĕн алăкĕсене вулакансем валли уҫрĕ.
Чӑваш Республикин наци библиотеки ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вулакансене Борис Чиндыков ҫыравҫӑ-драматургпа тӗл пулма литература тӗпелне йыхравлать.
«Пĕрле» поэзи кăшăлĕ иртрӗ
Ҫурла уйӑхӗн 10-16-мӗш кунӗсенче Шупашкарта Наци ӗҫӗсен Федераллӑ агенстви тата Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Чӑваш Республикин наци библиотеки ертсе пынипе «Атӑл асамачӗ» ятлӑ Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхсен поэзийӗн фестивалӗ кӑҫалхипе 3-шӗш хут кӗрлерӗ. Фестиваль тапхӑрӗнче 6 площадка ӗҫлерӗ,…
Кăҫалхи «Атăл Асамачĕ» поэзи фестивалĕн кăсăклă пулăмĕсенчен пĕри – паллă поэт, прозаик, драматург, тележурналист Марина Карягина ирттерекен «Хаваспа çыратпăр сăвă. Палиндромсем» ăсталăх лаççи. Вăл çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче 11.00 сехетре Чăваш Республикин наци библиотекинче иртĕ. Палиндромсем тесе эпир малтан та, хыçалтан та пĕр пекех…
Раççейри халăхсен поэзийĕн «Атăл Асамачĕ» III фестивалĕн тапхăрĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Раççей халăхĕсен наци поэзийĕн хăйевĕрлĕхĕ» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Ытти çулсенчи пекех Фестивале Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви тата Чăваш Республикин профессионал писательсен пĕрлĕхĕ пулăшнипе Наци библиотеки…
Çак кунсенче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул тата чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Раççей халăхĕсен поэзийĕн «Атăл Асамачĕ» III фестивалĕ иртет. Эпидемипе çыхăннă лару-тăру кăткăс пулнине шута илсе кăçал фестивале онлайн мелĕпе йĕркеленĕ, ăна Чăваш ен наци…
«Чăваш Ен сăррисем» фестиваль кăçалхипе пиллĕкмĕш çул иртрĕ. Çак проект Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пуçарнипе 2016-мĕш çулта пурнăçа кĕме тытăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн ăс-хакăл культурине упраса хăварасси, ăна ача-пăчапа ҫамрăксен хушшинче анлă сарасси, ачасен пултарулăхне ӳстересси. Ҫак…
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекин ютуб каналĕнче «Ӗмӗр хушшинчи чӑваш литератури» çавра сӗтел иртрĕ. Калаçăва Юрий Артемьев филологи наукисен докторĕ, Екатерина Якимовăпа Елена Чекушкина филологи наукисен кандидачĕсем тата Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, драматург хутшăнчĕç. Калаҫу питĕ кăсăклă пулчĕ, хутшăнакансен хӑш-пӗр шухӑшӗсем пӗр…
