Июн
29

Наци библиотекинче Раççей халăхĕсен хальхи литературин 6 томне пахаларĕç

Книга «Народная мудрость» антологии «Современная литература народов России»

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче анлă проектăн – «Раççей халăхĕсен хальхи литератури» тĕрлĕ жанрлă антологи ярăмĕн – хăтлавĕ иртрĕ. Ун ĕçне ăслăлăх, вĕренӳ, культура тата ӳнер ĕçченĕсем, общество хастарĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Хальхи Раççей халăхĕсен литературин антологийĕсем издательство проекчĕ…

Июн
8

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх писателӗн, поэчӗн, публицисчӗн, журналисчӗн, К. Турхан ячӗллӗ преми лауреачӗн Денис Гордеевӑн 85 ҫулне халалланӑ «Денис Гордеевӑн илемлӗх тӗнчи» литература тӗпелӗ иртрӗ. Мероприятие ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, библиотека ӗҫченӗсемпе вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе ентешӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ, авторӑн «Ҫӗн…

Июн
5

Денис Гордеев ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртет

Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх писателӗн, поэчӗн, публицисчӗн, журналисчӗн, К. Турхан ячӗллӗ преми лауреачӗн Денис Гордеевӑн пултарулӑх каҫӗ иртет. Ӑна ҫыравҫӑ 85 ҫул тултарнине халалланӑ. Уява хутшӑнакансем авторӑн «Ҫӗн кунӑн телейне шанатӑп» ҫӗнӗ сӑвӑ сборникӗпе паллашӗҫ, ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне…

Июн
2

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ прозаик, журналист, драматург, куҫаруҫӑ Ольга Николаевна Туркай ҫуралнӑ кунӗ тата авторӑн «Паянхи кун» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Уяв тӑршшӗпех Ольга Николаевна ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем, саламсем янӑрарӗҫ. Уява Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн администрацийӗн шалти политикин управленийӗн…

Май
29

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Георгий Фёдоровӑн кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑмра ҫыравҫӑн тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ поэмисемпе сӑввисем кун ҫути курнӑ. Георгий Иосифович…

Май
18

Георгий Федоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Георгий Федоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Георгий Иосифович Федоров – чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫи, прозаикӗ, сӑвӑҫи, филологи наукисен докторӗ, профессорӗ. Вӑл 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен, 4 монографи, учебниксен, вӗренӳ кӗнекисен авторӗ. Унӑн…

Май
3

Мускавра Иван Яковлева халалланӑ форум иртрӗ

Атӑлҫи халӑхӗсене ҫутта кӑларас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ Иван Яковлев педагог ҫуралнӑранпа 175 ҫул, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ уҫӑлнӑранпа 155 ҫул ҫитнине ҫӗршыв шайӗнче уявлаҫҫӗ. Тӗп хулара Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн еткерӗпе хальхи архивсенче, музейсенче тата библиотекӑсенче ӗҫлемелли меслетсемпе паллаштаракан форум иртрӗ. Регионсем хушшинчи форума «Манӑн…

Апр
19

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Ольга Васильевӑн кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӑларӑма  «Саккӑрмӗшсем» шкул повеҫӗ тата халапсемпе калавсем кӗнӗ.…

Апр
14

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртет. Ӑна йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен…

Апр
12

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Калав-повесть ҫырма Ольга Леонидовна Васильева (Федорова) Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗреннӗ чухнех пуҫланӑ. 2018 ҫулта авторӑн «Юхать ҫӑлкуҫ…» пӗрремӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ.…