
Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн 2023 ҫулхи пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Ара Мишшин «Тӑвалла ҫул» кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Хайлав пуххине вунпӗр калавпа пӗр повесть кӗнӗ. Ӑна…