Чăваш писателĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче

 

Чăваш литератури Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисем Вăрçăран таврăннисем
Ухсай Яков Гаврилович
Ухсай Яков Гаврилович
(1911-1986)

1911 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă. 1920-1924 çулсенче ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. 1925 çулта вăл Пишпÿлекри колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕренме тытăннă. 1928-1930 çулсенче Ĕпхÿ хулинчи педагогика институчĕн малалла вĕренме хатĕрлекен уйрăмĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтрах Пушкăрт АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. 1930-1932 çулсенче Мускавра М.В. Ломоносов ячĕпе хисепленекен университетра вĕреннĕ. Пĕр вăхăт "Коммунар" хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ, каярахпа Пушкăрт республикине таврăннă. 1934 çулхи кĕркуннеччен Пишпÿлек тата Приютово МТСĕсен политпайĕсем кăларса тăнă тиражлă хаçатсен редакцийĕнче литература сотрудникĕ пулса ĕçленĕ. 1934 çулта Чăваш çыравçисен Союзĕн правлени секретарĕ пулнă, 1935-1937 çулсенче Ульяновскри тата Патăръелĕнчи педагогика училищисенче чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Вăрçă умĕнхи çулсенче Шупашкарта пурăннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех салтак шинелĕ тăхăннă, Совет Çарĕн паттăр салтакĕсемпе пĕрле Атăл хĕрринчен пуçласа Германири Шпрее юханшывĕ патне çити утса тухнă. Польша, Германи, Чехословаки çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Воронеж тата Украина фрончĕсенче çапăçнă. Малтан ахаль салтак, каярахпа "Родина зовет" хаçат сотрудникĕ пулнă. Йывăр аманнă. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I тата II степеньлĕ орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланă.

Вăрçă вăхăтĕнче çырнă хайлавсенчен "Н-ски дивизири чăваш боецĕсемпе командирĕсем чăваш халăхне янă çыру" поэма сăвăç пултарулăхĕнче уйрăмах паллă вырăн йышăнать.

Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех хастаррăн хутшăннă. Кĕске вăхăтрах "Ту урлă çул", "Акăшкÿл" сăвăлла роман, "Кĕлпук мучи" поэмăн хăш-пĕр сыпăкĕсене çырнă.

60 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенче чăваш халăхĕн паттăрлăхĕпе ĕçри хастарлăхне, иртнĕ саманари кун-çулне сăнласа кăтартнă. Çыравçă чăваш поэзийĕн классикĕн К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен "К.В. Иванов" монографи çырса кăларнă. Вăл публицистикăллă статьясем те чылай çырнă, эпикăн пысăк формине аталантарас ĕçре нумай ĕç тунă.

Яков Ухсай – чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Республикин ÿнерĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РСФСРăн А.М. Горький ячĕпе хисепленекен тата Чăваш АССРĕн К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Патшалăх премийĕсен лауреачĕ. Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав, "Хисеп палли" орденĕсен тата Ленин орденĕн кавалерĕ, РСФСР тата ЧАССР, Пушкăрт тата Тутар АССРĕсен Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулнă, Раççей Федерацийĕн, СССР тата Чăваш çыравçисен Союзĕн ертсе пыракан органĕнче ĕçленĕ. Литературăри пархатарлă ĕçсемшĕн унăн ятне Чăваш Республикин Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Кĕнекине кĕртнĕ.

Тĕп кăларăмсем: "Акăшкÿл", "Ача чухнехи çăлтăрăм", "Вут чĕлхе", "Ĕмĕт", "Кĕлпук мучи", "Самана", "Сăвăсем", "Сăвăсемпе поэмăсем", "Суйласа илнисем", "Çĕр", "Çул", "Ту урлă çул", "Хура тăпра", "Избранные произведения" т. ыт. те.

1986 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ, Пушкăртстанри Слакпуçĕнче Кĕслету çине пытарнă.