Written on Янв, 31, 2022
by admint
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, чӗлхеҫӗ, профессор, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Виталий Иванович Сергеев ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртрӗ. Унта паллӑ тӗпчевҫӗн вӗренекенӗсем, ӗҫтешӗсем, ентешӗсем, юлташӗсем…
Written on Дек, 10, 2021
by admint
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче электронлӑ библиотекӑн ҫӗнӗ коллекцийӗсемпе паллаштарчӗҫ. Презентацие библиотека ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем, журналистсем, ӑсчахсем пухӑнчӗҫ. Хальхи информаци технологийӗсем электронлӑ кописем тума май параҫҫӗ. Вӗсене пичет докуменчӗсене упраса хӑварас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш Республикин электронлӑ библиотеки – кӗнекесен, сборниксен, тухса…
Written on Ноя, 29, 2021
by admint
Декабрӗн 2-мӗшӗнче Кӗнеке палатине йӗркелесе янӑранпа — 90 ҫул! Кӗнеке палати пирӗн республикӑра 1931-мӗш ҫулхи ЧАССР Совнарком постановленийӗпе килӗшӳллӗн уҫӑлнӑ. Ҫак хушу тӑрӑх республикӑра тухса тӑракан пӗтӗм кӗнекене тата хаҫат-журнала пӗр ҫӗре пухса тата упраса пымалла пулнӑ. Республикӑри типографисен пичетлесе кӑларнӑ изданисене Кӗнеке…
Written on Ноя, 18, 2021
by admint
Чăваш тĕрри — тӑван халăхӑн сӗм авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, унăн ăс-хакăл пуянлăхне, ĕҫченлĕхне сăнарлакан мул. Аваллăха лайăхрах ăнланас тесен хамăр несĕлсен пурнăç тымарĕсене тĕпчемелле, упрама вĕренмелле. Сӑмах-юмах ламран лама куҫать, хут ҫине ҫырни ӗмӗр-ӗмӗр упранать. Ку енпе тĕпчев ĕçĕсем, кĕнекесем пичетлесе…
Written on Окт, 25, 2021
by admint
Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхисене упракан тата тӗпчекен фонд ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тӑван чӗлхесене сыхлассипе тата аталантарассипе ҫыхӑннӑ мероприятисен конкурсне ирттересси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Нумай пулмасть ӑна пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫак конкурсра пурӗ 4 проект мала тухрӗ: вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин Наци библиотеки тӑратнӑ «Ӑ-150» пӗтӗм…
Written on Сен, 29, 2021
by admint
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗпе Егор Васильев-Бурзуйпа тӗлпулу иртрӗ. Егор Васильевич – паллӑ профессор, ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Кӑҫал ҫулла вӑл 85 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа ӑна саламлама библиотекӑра ҫывӑх юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем пухӑнчӗҫ. Юбиляр…
Written on Сен, 21, 2021
by admint
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Ольга Скворцова филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ «Петӗр Эйзинӑн пултарулӑх тӗнчи» ятпа уҫӑ лекци ирттерчӗ. Мероприятие чӑвашсен паллӑ поэчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, В. Митта ячӗллӗ преми лауреачӗ Петӗр Эйзин та хутшӑнчӗ. Малтанах тӗпчевҫӗ Петӗр Эйзинӑн…
Written on Сен, 16, 2021
by admint
Салам сана, сап-сарӑ тумлӑ, Пуян та ҫутӑ кӗркунне! Кучченеҫпе сӗтел халь тулӑх, Савӑнтарать пире парне. Ямаш сӑвӑҫ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисемпе пуҫланчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш поэзийӗн, юрри-кӗввин уявӗ. «Кӗркуннен асамлӑ ҫеммисем» перфоманса ылтӑн тумлӑ кӗркуннене халалласа республикӑри тӗп библиотека пĕтĕм Раççейри «Культурная суббота»…
Written on Сен, 15, 2021
by admint
Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем черетлӗ кӗнекепе паллашма пухӑнчӗҫ. Тӗлпулура вулама-ҫырма юратакансем «Йӑкӑнат авланать» сборника пӑхса тухрӗҫ, унсӑр пуҫне литература тӗнчинчи юлашки хыпарсене, клуба малалла мӗнлерех аталантарассине сӳтсе яврӗҫ. Лару пирки тӗплӗнрех
Written on Сен, 09, 2021
by admint
Чӑваш Ен ҫинчен Ӑсталӑх Ҫутҫанталӑк тата ялхуҫалӑх Илемлӗ литература Истори. Этнографи. Археологи Культура. Ӑслӑлӑх. Ҫутӗҫ Медицина тата спорт Чӗлхе. Литературоведени. Фольклор Экономика