Written on Апр, 21, 2021
by admint
Апрелӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнса «Вулавкаҫӗ» ирттерет. Вӑл вуннӑмӗш хут иртет, ӑна ирттересси йӑлана кӗчӗ. 2021 ҫ. библиотекӑшӑн юбилей ҫулӗ – 150 тултарчӗ Наци вулавӑшӗ, ҫавӑнпа та вулавкаҫне анлӑрах та паллӑрах ирттерес тетпӗр. Ҫак уява хутшӑнакансене тӗлӗнмелле, хӑйне…
Written on Мар, 15, 2021
by admint
2021 ҫулта эпир И. Я. Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа 100 çул çитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫак пулӑмсене халалласа Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки тата И. Я. Яковлев…
Written on Янв, 28, 2021
by admint
«Тӑван Атӑл» литературӑпа культура тата искусство журналӗ кӑҫал 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать! Ҫак пулӑма халалласа кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Тӑван Атӑл» журналăн наци культуринчи вырăнĕ» ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие паллӑ ҫыравҫӑсем, литература тӗпчевҫисем, журнал редакторӗсем, библиотека ӗҫченӗсем хутшӑнӗҫ. «Тăван…
Written on Янв, 25, 2021
by admint
Кăрлачăн 21-мĕшĕнче, Чăваш Республикин наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн кăçалхи пĕрремĕш тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче унта варкăшçăсем кăна мар, кушаксем те «хутшăнчĕç». Пĕрле пухăнма сăлтавĕ те пурччĕ – ларура Аркадий Казановӑн «Çăмас» кĕнекине сӳтсе яврăмăр. Вăл 2020 çулхи кĕркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути…
Written on Янв, 14, 2021
by admint
Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче онлайн мелӗпе «Юрий Скворцовăн проза тӗнчи» литература каҫӗ иртрӗ. Ӑна «Уках хурӑнӗ», «Сурӑм хӗрӗ», «Хӗрлӗ мӑкӑнь», «Хӗлӗх хӳре кӑвакал», «Сӑваплӑ вут», «Ҫын ӑшши» хайлавсен авторӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалларӗҫ. Литература каҫне филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗсем, паллӑ…
Written on Дек, 24, 2020
by admint
Чăваш кĕнеке издательствинче Петр Сидоровăн (Петĕр Лаштай) «Паллă çынсемпе пĕрле» кăларăмĕ кун çути курчĕ. «Паллă çынсемпе пĕрле» кĕнекери очерксемпе асаилӳсем Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă ентешсемпе паллаштараççĕ. Хайлавсене Петр Петрович тĕрлĕ çулсенче çырнă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăй вăхăтĕнче республикăри тĕрлĕ…
Written on Ноя, 27, 2020
by admint
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» романне сӳтсе яврӗҫ. Анчах та хальхинче кашниех килтен тухмасӑр хутшӑнчӗ – романпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑш-кӑмӑлне «Вконтакте» социаллӑ тетелри «Варкӑш: варкӑшсам!» ятарлӑ калаҫура (беседа) ҫырса ячӗ. Нелли Петровскаян «Тухамтӑш» романӗ икӗ кӗнекерен тӑрать.…
Written on Ноя, 27, 2020
by admint
Чӑваш Республикин наци библиотеки Чӑваш тӗррин кунне халалласа «Чӑваш тӗррин илемӗ» виртуаллӑ курав йӗркелерӗ. Курав чӑваш тӗррин уйрӑмлӑхӗсене уҫса парать тата нумай вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарать. Кунта чӑваш тӗрри мӗнле пуҫланса кайни, тӗрӗ символикипе орнаменчӗ, чӑваш тӗррин паха тӗслӗхӗсем ӑҫта упраннине тата ӑна ҫӗнӗрен ҫӗкленсе…
Written on Ноя, 06, 2020
by admint
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче хаваслӑ лару-тӑрура «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне пӗтӗмлетрӗҫ. Акцие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фоторепортаж Референдум тапхăрĕнче вулакансем «Чăваш литературин ылтăн çӳпçи: вуламалли 100 кĕнеке» сайтра кăмăла кайнă…
Written on Окт, 30, 2020
by admint
Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Чӑваш Республикин наци библиотеки «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне нарӑс уйӑхӗнче пуҫарса янӑччӗ. Ӑна чӑваш литературин чи паха хайлавӗсене халӑх хушшинче анлă сарас, вулакансен, вулавăшсен хастарлăхне ӳстерес, ҫӗр ҫуллӑхри чи…