Author Archives

Archive of the posts written by author: admint.
Фев
2

«Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» романĕн хăтлавĕ иртрĕ. Кăларăм пĕлтĕрхи çуркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Унăн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕнче (2022) çĕнтернĕ. «Сĕлкĕш», «Авăр», «Тан таппи», «Тĕтре», «Сарă хăмăш, сар…

Янв
25

«Варкăш» тĕпелĕнче – Александр Трофимов çыравçă

Çул хыççăн çул иртет, Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ вара уйăхсерен пĕр улшăнми хăйĕн ытамне чăвашла вулама юратакансене пуçтарать. Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăçалхи пĕрремĕш тĕлпулу иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Александр Трофимовăн «Тепре куриччен!» кăларăмне сӳтсе яврĕç. Вăл 2023 çулхи кĕркунне…

Янв
22

Александр Трофимовӑн «Тепре куриччен!» кӗнекин хӑтлавӗ иртет

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем 2024 ҫулта пӗрремӗш ларӑвне пуҫтарӑнӗҫ. Хальхинче Александр Трофимовӑн «Тепре куриччен!» кӗнекине сӳтсе явӗҫ. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче 2023 ҫулта пичетленсе тухнӑ, унта повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова, ӳнерҫи Анна Никонорова.…

Янв
22

Николай Максимова халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш писателӗн, журналисчӗн, куҫаруҫин, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Николай Максимовӑн 80 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Мероприятие ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, библиотека ӗҫченӗсем, вулакансем, юлташӗсем, ентешӗсем, вӗрентекенсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш …

Дек
22

Любовь Фёдоровӑн «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» кӗнекине пахаларӗҫ

Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче савӑнӑҫлӑ та ӑшӑ лару-тӑрура Любовь Фёдоровӑн «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» кӗнекине пахаларӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӑвӑсемсӗр пуҫне юптарусем, сӑвӑлла юмахсем, такмаксем кун ҫути курнӑ. Поэзи каҫне тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, тӑванӗсем, ентешӗсем, юлташӗсем, библиотека ӗҫченӗсем тата И. Я.…

Дек
13

«Варкăш» литература клубĕн хăни – Юрий Исаев

Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн Çĕнĕ çул умĕнхи тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Юрий Исаевăн «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кăларăмне пахалама пуçтарăнчĕç. Кăçал çулла Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăскер вулавăшсене çитнĕ ĕнтĕ, пĕрремĕш вулакансем унпа паллашма та ĕлкĕрнĕ.…

Ноя
30

«Варкăш» литература клубĕнче Ирина Кошкинăн кĕнекине сÿтсе яврĕç

Чăваш Республикин наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕнче уйăхсерен чăваш поэчĕсемпе прозаикĕсен кĕнекисене сӳтсе яваççĕ. Тĕлпулусем ирĕклĕ калаçу мелĕпе çавра сĕтел хушшинче иртеççĕ. Ларусене çыравçăсемпе журналистсем, критиксемпе преподавательсем тата студентсем кăна мар, кирек кам та хутшăнма пултарать. Варкăшçăсене пĕрлештерсе тăраканни – тăван литературăна…

Ноя
13

«Ытарайми ман савнӑ ялӑм…»

Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫ ветеранӗн – Иванова Мария Ильиничнӑн «Ҫирӗклӗ тӗрленчӗкӗсем» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Мария Ильинична Иванова 1934 ҫулхи октябрӗн 24-мӗшӗнче Йӗпреҫ районне кӗрекен Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ачалӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсемпе пӗр килнӗ. Малтанах вӑл Ҫирӗклӗри пуҫламӑш,…

Ноя
13

Митта Ваҫлейне халалланӑ курав уҫӑлчӗ

Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ май унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халаллнӑ «Манӑҫми Митта» картинӑсен куравӗ ӗҫлет. Авторӗ – Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлешевӗн пайташӗ Валерий Алексеевич Краснов (Ирӗк Килтӗш). Чӑвашсен паллӑ та пултаруллӑ поэчӗ, куҫаруҫи, критикӗ, СССР писательсен Союзӗн членӗ Митта…

Ноя
8

Геннадий Трифонов тӗпчевҫӗне халалланӑ асӑну каҫӗ

Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче философи наукисен докторӗ, профессорӗ, геологипе минералоги наукисен кандидачӗ, таврапӗлӳҫӗ, вӗрентӳҫӗ Геннадий Фёдорович Трифонов  ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ асӑну каҫӗ иртет. Паллӑ ентешӗмӗре сума суса тӗпчевҫӗсем, ӗҫтешӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, чӑваш писателӗсем, журналистсем, вулакансем пухӑнӗҫ, сумлӑ ҫыннӑмӑрӑн пултарулӑх…