
Çул хыççăн çул иртет, Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ вара уйăхсерен пĕр улшăнми хăйĕн ытамне чăвашла вулама юратакансене пуçтарать. Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче кăçалхи пĕрремĕш тĕлпулу иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Александр Трофимовăн «Тепре куриччен!» кăларăмне сӳтсе яврĕç. Вăл 2023 çулхи кĕркунне…



