[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ

Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна!

Сирĕн çинчен шутлани Сире кÿрентерни çеç пулнине чунăм чĕремĕн пĕтĕм анлăшĕпе туйса тăратăп. Эсир çакна тепĕр хут асилтерни маншăн çĕнĕлĕх мар, анчах ăсăм-пуçăмра тымар янă сĕмсĕрлĕхе кура çапла пĕлтерме хăю çитеретĕп: кам çинчен те пулин шухăшлама мана никам та чараймасть, çутçанталăк саккунĕ çапла пулнишĕн эпĕ шутсăр савăнатăп. Йывăра ан илсемĕр: эпĕ Сирĕн çинчен шутлани (ку хыпара эпĕ юлашки çырăвăмра хам асăрханусăрлăха пула персе ярсаттăм) Сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахах пулас çук, çавăнпа та уншăн шикленме те, кÿренме те кирлĕ мар... Юрĕ. Малалла. «Святая святых» пункт пирки çапла ăнлантарса калама пултаратăп. Вĕреннĕ çын (хама эпĕ çав ушкăна кĕртетĕп), малашне татах вĕренес тесе тăрăшакан, идилли, романтизм, тĕрлĕрен сентименталлăх тыткăнĕнче тăман этем хăйĕнче «Святая святых» тенине сахал курать. «Хăшпĕр çынсем мĕншĕн-ха çÿреççĕ те çÿреççĕ...?» Кун пирки, А. П., çапла калама ирĕк парсамăр: «çÿреççĕ, çÿреççĕ... вĕçĕмсĕр çÿреççĕ те çÿреççĕ». Ăçта, кампа, мĕн туса çÿреççĕ-ха çав хăшпĕр çынсем? Ман шутпа, çав хăшпĕр çынсем хăйсене валли вырăн тупаймаççĕ, ахалĕн мĕн туса çÿреччĕр-ха вĕсем? Енчен те, вĕсем хăйсен ăçта çÿремеллине пĕлмеççĕ пулсан, паллах, вĕсен ăçта çÿремеллине каламан, çав вырăн пачах урăх çĕртине пĕлтерекен çын айăплă. Шухăшласа пăхăр çакăн пирки, вара калаçăпăр.

(Малалли çитес номерте)

Çырмалли нимех те çук, çав хушăрах пĕлтермелли, каламалли шухăшсем питĕ нумай. Анчах çав шухăшсене Сирĕн ума кăларни кулăшла пулнă пулĕччĕ, вĕсем мана мĕскĕннĕн кăтартĕччĕç. Эсир вара ман çине тарăхуллăн пăхнă пулăттăр. Халлĕхе маншăн Эсир, интеллигентла çемьере çуралса ÿснĕ, культурăллă та нумай вĕреннĕ йыш çинче тата çаврăнăçуллă та ĕçлĕхлĕ çын çумĕнче пурăннă таса Этем, монгол çеçенхирĕнчи кичем те тĕттĕм вырăнтан ăнсăртран çутта сиксе тухнă упана хăвăрпа çапла калаçма ирĕк пани те тем пекех. Сирĕн вырăнта пулсан, эп çав упа çине йĕрĕнсе кăна пăхăттăм е пач çаврăнса пăхмасан та пултарăттăм. Эсир – ырă та çепĕç кăмăллă этем. Ăçта килсе янă-ха Сире шăпа тени? Паллах, Эсир манашкал ăçтиçук ача-пăчапа шÿтле-мĕнле çыру çÿретесси çинчен маларах шутлама та пултарайман. Çав шайри çыннăн çакнашкал пули-пулми çырусемпе аппаланма тивни çинчен шутласа эпĕ Сире хĕрхенетĕп. Анчах мĕнпе пулăшайăп-ха Сире? Тен, вĕсем çинчен никама та ним те пĕлтерменнипе?

Вăхăт ĕрĕхтерет кăна. Кунтан кайсан Теччĕри лару-тăрăва аса та илмĕр ĕнтĕ Эсир. Курăнас пулсан та вăл тапхăр Сире Çĕпĕрле инçетлĕхпе кичемлĕх майлă çеç курăнĕ. Ман асăма вара вăл хĕвел пайăрки пек çуттăн кĕрсе юлĕ. Упа ăшĕнче те чĕрĕ чун ларнине, вăл тÿпе сенкерлĕхне те, хĕвел ăшшипе малашлăх пархатарне те, телей курма çуралнă çынсем тавра пурнăçăн тивлетлĕ хĕвелĕ хĕлхемлĕн йăлтăртатнине те пысăккăн, витĕррĕн туять. Тĕлĕнмелле пек-и? Ан пăшăрханăр, А. П.: эпĕ шÿтлетĕп. Маншăн пурпĕрех мар-и ĕнтĕ? Ку тĕлĕшрен эпĕ чĕрре кĕме пултараймастăп. Ун вырăнне мана çутçанталăк чун варринчи туйăмăма шанчăклăн, шăппăн упрама пÿрнĕ, çав тивĕçлĕхе çĕнĕ пурнăç та, Революци те улăштарас çук. Пултăрах! Ăна çеç мар тÿснĕ эпĕ! Эсир ăнланаймăр... Шÿтлетĕп, А. П., туршăн та, шÿтлетĕп. Эсир «пит кирлех пуль ăнланма» теме пултаратăр. Эпĕ шÿтлетĕп. Шÿтлесе тем çырма та юрать. Çапах та пурнăçăма туллин, телейлĕн пурăнса ирттересчĕ. Мĕн тери айванлăх! Шÿт ĕнтĕ, паллах. Ав епле сÿпĕлтетет чун-чĕре çепĕçлĕхне ăнланман упа. Э? Çепĕçлĕх тенĕрен, Эсир сентименталлăх пирки ыйтнине аса илтĕм. Акă Сире словарьти ăнлантару: «сентименталлăх – буржуалла ытлашши сисĕмлĕх-туйăмлăх, кулянăçлăх тата ыт. те». Тепĕр тесен, эпĕ килĕштермен пушă ĕмĕтленĕве те çав шутах кĕртме пулĕччĕ. Тата Эсир эпĕ хĕрарăмсене мĕне кура хак панипе интересленнĕччĕ. Эх-хах-хах, А. П. Нимĕнле хакăм та, хак памалли шайăм-виçем те çук ман. Каларăм ĕнтĕ – ку ман тивĕç мар... Акă еплерех вăл пурнăç тени...

Çырăвăмра мĕнле те пулин çаврăнăçусăрлăх тупсан – ан кÿренсемĕр. Шÿтлĕ сăмаха йывăра ан илсемĕр.

(Малалли мĕнле пуласси сирĕн малаллинчен килет.)

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»