[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ

Тусăм!

Мĕн тери вĕçĕмсĕр лайăх Сирĕнпе çÿреме. Эсир çывăх пулни чĕремре виçесĕр хавхалану туйăмĕ чĕртет. Шутлатăп та – вара эп нихçан та пĕччен те телейсĕр çын пулман тейĕн, эпĕ Сирĕнпе мĕн ĕлĕкренпех юнашар тейĕн, Сирĕнсĕр, Сире пĕлмесĕр пурăннă вăхăтсем пачах пулман та тейĕн. Сирĕн çине пĕр куç илмесĕр пăхас килет. Пăхатăп та Сирĕн çине – чунра темĕнле чĕтренчĕк кĕвĕсем ĕнерĕнме тытăнаççĕ. Ним те кирлĕ мар, Сирĕн аллăр, Эсир сывлани, Хăвăр ĕмĕрех ман çумра пулсанччĕ кăна, Анастасия Петровна. Ытла тем те çырса кайнăшăн ан кÿренсемĕр, тусăр тесе, тăванăр тесе кăна çыратăп. Тата ытларах çырас килет, кăмăлăма пурнăç ăраскалĕ çупăрласа тăрать, анчах туйăмсене палăртма сăмах çитерейместĕп. Темĕнле питĕ ырă-ырă çепĕçлĕх çавăрса илчĕ мана, анчах тивĕçлĕ сăмахсем сахал, чун çĕкленĕвĕ çинчен тĕссĕр сăмахсемпе çырма çук, ахаллĕн Сирĕн ман туйăмсем çинчен урăхла шухăш та çуралма пултарĕ. Кĕскен çырсан Сирĕншĕн уçăмлăрах та пулĕ. Сире итлĕттĕм, никам та çук çĕрте, чун хĕлĕхне нимĕнле тасамарлăх та, тÿрккеслĕх те пырса перĕнмен çĕрте, вĕçĕмсĕр итлĕттĕм Сире. Сирĕн пата çапла çырнăçемĕн хама сĕмсĕррĕн, тÿрккесĕн кура пуçларăм. Мĕнле тивĕç пур-ха манăн Сире хамăн туйăмсем çинчен пĕлтерме тата Сирĕн ятăра пулчĕ-пулмарĕ асăнма? Туслăх-и? Вăл та ун чухлĕ ирĕк параймасть. Эпир пурнăçăн икĕ тĕрлĕ сийĕнчен тухнă çынсем, çавна пула Сирĕн таçта чун варринче мана ăнланса çитерейменлĕх, курайманлăх туйăмĕ хĕсĕнсе выртма кирлĕ, куна ĕнтĕ ним те тăваймăн, вăл пурнăç йĕркинчен килет. Эсир мар, эпĕ хам та тепĕр чухне килĕштерместĕп, кураймиех пулатăп. Асăрхатăп та – Эсир хавăр мĕн тери ырă та кăмăлçах пулнине пĕлместĕр. Туршăн та, Сирĕн вырăнта пулсан, эпĕ хама хам тÿсес çук. Çыратăп та çак йĕркесене, хам Сире паян курнине, ыран татах курассине Сирĕн паталла ăнтăлни тĕлĕкре мар, чăн пурнăçрах пулнине ĕненесех те килмест.

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»