[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ.

Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!

Тархасласа ыйтатăп: ман пирки «ку хăйне юраттарасшăн курнăçланать-ха» тесе ан шутлăр. Хаклă çыннăм, капла ан шутлăрах. Тархасласа ыйтатăп. Эп мар, чун хаяррăн кăшкăрашса çухăрашса çапла ыйтать. Хам туйăмсене Сире пĕлтерес тесе эпĕ нихçăн та шутламан – иртнинче вара пăсăк кăмăлăма пула ирĕксĕрех пĕлтертĕм курăнать. Хам мĕн шутланине, мĕн туйнине эпĕ никама та систересшĕн марччĕ. Мĕн пуррине йăлтах чун тĕпĕнче пытарса усрасшăнччĕ. Халь тин кая юлтăм ĕнтĕ. Каçарăр... туслăхпа эпĕ Сире курас, Сирĕнпе çывăх пулас тĕллевпе усă куртăм. Çук, мана Эсир юратни кирлĕ мар. Çÿл тÿпери ем-ешĕл чĕрĕ розăсем пылчăклă та çĕрĕк вырăна ÿкчĕр-и? Кама кирлĕ пултăр ку? Эп айван, эп çÿп-çап, кĕлмĕç!. Хаклă çыннăмăм... мĕн тери йывăр мана... мĕн тери кансĕр... вăл туйăма эп нихçан та кĕтмен. Эп Сире куратăп, Сирĕнпе юнашар çунатăп – анчах ку йăлтах проза кăна, çапла мар-и? Çапах та чĕре тапать, чун çунать. Асапланать. Эпĕ мĕнле асапланни Сирĕншĕн паллă мар. Мĕн тери вăйсăр та хевтесĕр çак сăмахсем. Мĕне кирлĕ вĕсем Сире? Кирлĕ мар. Нимĕнле сăмах та кирлĕ мар. Юрату... Урăх нихçан та, никама та юратмалла мар. Çын тивĕçлĕхне çухатмалла мар, акă мĕн вăл чăн юрату.

Уйрăлатпăр. Эсир кунта пулмастăр. Пĕр ман чун кăна хуçăк та сусăр юлать... Таптаса тăкнă чечек пек... Каçарăр... Сире аса илни маншăн яланах урок пулĕ, эпĕ хама чунри вăрттăн туйăма пытарма пĕлмесĕр Сире кÿрентернĕшĕн айăплатăп. Эпĕ тÿпери чĕррĕн ялкăшакан çăлтăрсем çине пăхма вăтанатăп, вĕсем мана, мĕскĕн ăçтиçука, Сирĕн çинчен шутлама хăйнăшăн ÿпкеленĕн туйăнать... Каçарăр... Мана ан шеллĕр... эп мĕн каланисене, Сирĕн пата çырусем çырса кÿрентернисене йăлтах манăр. Эсир инçетре тĕтре тĕтĕмĕсем хыçĕнче пулатăр, анчах ĕмĕтре, хамăн инкеклĕ ĕмĕтре эпё Сирĕнпе юлатăп, ку енĕпе мана Эсир те, никам та чăрмантарма, чарма пултараймаççĕ.

Кирлĕ мар, урăх пĕр сăмах та кирлĕ мар…

М.

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»