[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ

Хисеплĕ Анастасия Петровна!

Ан тив, пĕр шухăшах, пĕр сăмахах темиçе хут калатăп пултăр, манăн Сирĕн пата вĕçĕмсĕр çырас килет, ытарса ытарайми, хисеп çине хисеп хурса çитерейми ырă тусăм. Эсир кайсассăнах пĕтĕм тавралăх пушанса, тĕссĕрленсе, кичемленсе юлчĕ. Эсир шутсăр аякка кайрăр пулмалла, çутă хĕвелĕн ылтăн çути çухалчĕ, çĕтрĕ, эпĕ вара, Сире хут çинче те пулин туяс тесе, шухăшăмсен сенкер малашлăхне умра курас тесе, чуна ыраттарсах сĕтел хушшине лартăм. Эсир ман пата тахçантанпах çырмастăр, Эсир мана хĕрхенместĕр, Эсир мана ĕненместĕр, чунăма пĕр Сирĕн çырăвăрсем кăна ăшăтса-хавхалантарса тăнине пĕлместĕр. Çын мĕн шухăшпа, мĕн кăмăлпа пурăннине çиелтен пăхсах пĕлме çук. Сирĕнтен çыру килмен чухне кашни самант чĕрем çине йывăр чул пек тиеннине ăнланасчĕ Сирĕн. Сăмах патăр, анчах çырмастăр. Манăн çырăвăмсем Сире ун пекех кирлĕ маррине пĕлетĕп эпĕ, сахал çырсан та, кĕскен кăна çырсан та Сирĕншĕн пурпĕрех, Эсир ăна-кăна асăрхамастăр, – анчах та, хаклă тусăм, мана хăвăрпа ан танлаштарăр, манăн Сирĕнтен хут çине çырнă сăмах илессĕм килет. Паçăр Эсир: «питĕ сахал-çке» тени маншăн кĕтмен япала пек пулчĕ, Эсир мана, чăнах та, кăштах та пулин хăвăрăн тусăр тесех шутлатăр-шим вара? Ку питĕ те аван, ку маншăн телейрен те ытларах. Эсир мĕн çырнине эпĕ яланах ĕненĕп, ĕненĕп те телейлĕ пулăп, анчах Эсир эпĕ мĕнле айван та кулăшла çынне сăнаса киленессишĕн кăна çыратăр пулсан, – вара Сирĕншĕн çÿл тÿпен таса та мăнаçлă кăваклăхĕ, пĕтĕм тавралăх илемĕ, çурхи илемлĕ инçетпе кайăксен юрри-кĕвви турă вырăнне пултăр. Çук, манăн ĕненесех килет, Эсир мана кăшт та пулин тус вырăнне хунине шанас килет.

Аллăра чăмăртатăп, Анастасия Петровна! Аллăра чăмăртатăп. Хам çак вăхăтсенче чĕрем витĕр кăларнă туйăмсене, пуç витĕр кăларнă шухăшсене шеллетĕп эпĕ, – Эсир тухса каятăр та, вĕсем ахалех, вилтăпри çинчи чечексем пек, тăрса юлĕç. Сирĕншĕн тесен, хаклă тусăм, ку трагеди паллă пулмĕ. Эпĕ вара пурăнатăп, манăн хама пÿрнĕ шăпам пур Сирĕн çинчен аса илни ку пурнăçра хĕвел пайăрки ÿкмен пĕр çутă та пĕр кичем кĕтес пек юлĕ, манăн пĕчĕк пурнăçăмра вăл хăйне кура трагеди пулĕ.

Паян эпĕ библиотекăна пыратăп. Элле Сирĕнтен каллех çыру илеймĕп-ши вара? Вара чунăм каллех хÿхлев ăшне путĕ. Хăш чухне эпĕ хама Сирĕн вырăна лартса пăхатăп, кăмăллă пурнăç, интеллигентлăх, иртни те, пуласси те йăлтах уçăмлă, Сирĕн тавра – таса та чыслă çынсем... Çаксене шутласан, ман хам çине, нĕрсĕр те килпетсĕр çын çине, сурассăм килсе каять. Каллех умра Сирĕн таса та ырă чунăр кÿлепи хĕвелленме тытăнать, ман еннелле хĕм сапать, вара ман Сире çÿл тÿпере йăлтăртатса тăнине курас килет; ан тив, таса ангелсем каçхи шăплăхра сирĕн умра сăваплă юрăсем юрлаччăр, çÿлти çăлтăрсем Сирĕн тавра çепĕççĕн чĕтренсе тăччăр, эпĕ вара, хура çĕр çинчи ăçтиçук, Сирĕн мăнаçлăхăр умĕнче лăпчăнса выртам. Ну, каласа тултартăм та вара... Ăсран тайăлнă çынпа пĕрех. Каçарăр мана, хаклă тусăм. Кирлĕ маррине персе ятăм пулсан та чунтан, халь-халь янăраса каяс хĕлĕхле туртăнса çитнĕрен каларăм. Тепре куриччен, хаклă çыннăм.

Сирĕн М.

Çырусем:

[Теччĕ], 1919 ç. çĕртме уйăхĕ. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Анастасия Петровна...!»

[Теччĕ], 1919 ç. юпан 20-мĕшĕ. «Хаклă тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕ. «Хисеплĕ Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Тусăм!...»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕ. «Халь кăна çывăрса тăтăм та…»

[Теччĕ], 1919 ç. чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕ. «Хаклăран та хаклă Анастасия Петровна!...»

[Теччĕ], 15.2.20 ç. «Нуççăçăм!..»

[Теччĕ], 26.Ш-1920. «Паян уеса каятăп..»

[Теччĕ], 1920 ç. ака уйăхĕн 7-10-мĕш кунĕсем. «Хисеплĕрен те хисеплĕ Нуся!..»

[Шупашкар], 1921 ç. ака уйăхĕн 8-9 кунĕсем. «8.IV. Каç..»

[Чулхула], 1921 ç. çу уйăхĕн 15-мĕш кунĕ. «Хаклă Нуся...»